Мартӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи техникумӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Большая перемена» конкурс наставникӗсен семинарӗ иртнӗ. Унта иртнӗ ҫулхи тата кӑҫалхи ӗҫсене пӑхса тухнӑ.
Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи «Движение Первых» юхӑмӑн пуҫламӑш уйрӑмӗн туслӑ команди харӑсах икӗ диплома тивӗҫнӗ. Кунти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем «Инициативы Первых» номинацире призерсен йышне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех «Суперджоб» платформи пулӑшнипе йӗркелекен «Карьерный компас» конкурсра ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ чи лайӑх проектсемпе палӑрнӑ.
Вӗрентекенсемпе вӗренекенсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.
Петр Родионов.

