Мартӑн 18-мӗшӗнче пирӗн округра, пӗтӗм республикӑри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Николай Охотин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Единая Россия» партин «Ача-пӑча спорчӗ» программин координаторӗ Роман Алексеев хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулу районти культура ҫуртӗнче иртрӗ.
Информаци кунӗн тӗп теми 2021—2026 ҫулсенче «Единая Россия» партин Халӑх программи пурнӑҫа мӗнле кӗнине пӗтӗмлетесси пулчӗ. Ҫак темӑпа округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова тӗплӗн каласа пачӗ. Тӗлпулура шӑпах Халӑх программин тӗп ҫитӗнӗвӗсене сӳтсе яврӗҫ. Асӑннӑ ҫулсенче инфраструктурӑна аталантарас, социаллӑ объектсем тӑвас тата юсас, ҫемьесене пулӑшас, экономикӑна аталантарас тата республикӑри пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ, малашне те тӑваҫҫӗ.
Информаци кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО физкультурӑпа спорт комплексне пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та тӗплӗн тишкерчӗҫ. Асӑннӑ ыйтупа «Кӗтне» ФСК директорӗн ҫумӗ П.Ю.Порядков тухса калаҫрӗ, республикӑра, округра ГТО физкультурӑпа спорт комплексӗ мӗнле пурнӑҫланни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра ҫак юхӑма 460 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, 200 пин ытла ҫын нормативсене тултарма та ӗлкӗрнӗ. 2025 ҫулӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен ку енӗпе Раҫҫейре 3-мӗш вырӑнта, Атӑлҫи федераллӑ округра — 1-мӗш вырӑнта. Комсомольски округӗ халӑха ГТО юхӑмне явӑҫтарас ӗҫре республикӑра чи активлисенчен пӗри. Ҫакӑ округра пурӑнакансем сывӑ пурнӑҫ йӗркипе тата спортпа интересленнине ҫирӗплетет.
Ӗҫлӗ тӗлпулӑва килнисем Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи спортзала тата Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртне те ҫитсе курчӗҫ. Унта вӗсем ачасемпе ҫамрӑксене спорта явӑҫтармалли тата культура мероприятийӗсем ирттермелли условисемпе паллашрӗҫ, учрежденисене малалла аталантармалли ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Пӗрлехи информаци кунӗ — тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетни ҫеҫ мар, халӑхпа тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явни те. Вӑл ҫынсен шухӑшӗсене тӗпе хурса малашнехи тӗллевсене палӑртма пулӑшать.
Алевтина Ефремова.

