Воскресенье, 10 мая

Сумлӑ юбиляра саламланӑ

Сумлӑ юбиляра саламланӑ

90 ҫул — ҫыннӑн тарӑн ӑс-хакӑлне, пуян пурнӑҫ опытне кӑтартакан ӳсӗм. Ҫакӑн пек сумлӑ юбилее уявлакансем чӑннипех те хисепе тивӗҫлӗ. Паянхи кун 90 ҫул тултарнине паллӑ тӑвакансен ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта лекнӗ.  Апла пулин те вӗсем хуҫӑлса ӳкмен, ӗҫе юратса, ял ҫинче хисепе тивӗҫсе пурнӑҫ сукмакӗ тӑрӑх яланах чыслӑн утнӑ, утаҫҫӗ те. Ҫавӑнпа та вӗсем ачисемпе мӑнукӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Янкасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Краснова та тӑванӗсене чаплӑ юбилей кӗрекине пуҫтарнӑ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина юбиляра ӑшшӑн саламласа тата нумай ҫул ҫирӗп вӑй-халпа, ырлӑх-сывлӑхпа пурӑнма суннӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ.

Зоя Порфирьевнӑн пурнӑҫӗ ӗҫре иртнӗ тесен те юрать. Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер Янкасси ялне качча килнӗ. Пулас мӑшӑрӗпе Захар Ивановичпа вӗсем пӗрре курсах пӗр-пӗрне савнӑ. Паллашнӑ кунхинех каччӑ ӑна мӑшӑрӗ пулма ыйтнӑ. Ҫамрӑксем ҫирӗп ҫемье ҫавӑрса нумай ҫул телейлӗн пурӑннӑ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ. Килӗшӳпе юрату хуҫаланакан ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри ачасем кун ҫутине килнӗ. Пурӗ ултӑ ачана пурнӑҫ парнеленӗ Красновсем, тивӗҫлӗ воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ.

Паянхи кун Зоя Порфирьевна, ҫулне кура мар вӑр-вар та ҫирӗп вӑй-халлӑскер, пӗчченех пурӑнать. Апла пулин те ачисемпе 8 мӑнукӗ тата мӑнукӗсен ачисем ун патне килсех ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ ӗҫсенче пулӑшаҫҫӗ, хӑйсен ӑшшине парнелеҫҫӗ.

Эпир те саламсем ҫумне хутшӑнса хисеплӗ кинемее 90 ҫулхи юбилей ячӗпе чӗререн саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, канлӗ ватлӑх, тимлӗхпе ӑшӑлӑх сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *