Воскресенье, 10 мая

Пулӑшу кашнин патне ҫиттӗр

Пулӑшу кашнин патне ҫиттӗр

Пирӗн округран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем чылайӑн. Ҫак кунсенче Ашшӗсен канашӗн вырӑнти уйрӑмӗ тата унӑн председателӗ Михаил Ананьев пуҫарнипе округра пурӑнакансем Украинӑра ҫапӑҫакан ентешсем валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса панӑ.

Ыркӑмӑллӑх акцине округ территорийӗнчи  тӗрлӗ учрежденисенче тӑрӑшакансем, шкул ачисем, медицина тытӑмӗнче вӑй хуракансем, райпо ӗҫченӗсем тата ыттисем те хутшӑннӑ. Кӗске хушӑрах салтаксене кирлӗ япаласене пуҫтарма май килнӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗн пысӑк пайне фронта ӑсатма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Юлнине те ҫывӑх вӑхӑтра СВОри ентешсем патне ҫитерме планлаҫҫӗ.

Ҫакӑн пек пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнакан кашни ҫын тав сӑмахӗсене тивӗҫ. Вӑхӑтра пулӑшу кӳни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Малашне те гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫе хутшӑнакансем пирӗн округра йышлӑн пуласса шанатпӑр. 

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *