Воскресенье, 10 мая

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Аталану ҫулӗпе малалла

1967 ҫулта районти ирӗклӗ пушар хуралӗн дружинникӗсен ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Вӑл Кӗтне хӗрринче пулнӑ. «Малтанах вӗсем «пушар» патне шыв йӑтас енӗпе тупӑшрӗҫ. Кунта «Россия», «Алга», «Урожай», «Гигант» колхозсенчи дружинӑсем  уйрӑмах пултарулӑхпа палӑрчӗҫ. Каярахпа ӑмӑртун 2-мӗш тапхӑрӗ — краҫҫынпа бензин сапса ҫунтарнӑ вырӑна хӑвӑрт сӳнтересси пуҫланчӗ» ҫырать хаҫат. Ку ӑмӑртура «Россия» колхозӑн дружини ҫӗнтернӗ.

Хаҫатра районӑн производствипе малта пыракан ҫынсем ҫинчен статьясем нумай пулнӑ.   Вӑрҫӑ паттӑрӗсем, районта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗрте палӑрнӑ ҫынсем пирки хайлавсем, историлле тӗпчевсем те чылай курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Акӑ, Б.Кокорев таврапӗлӳҫӗ 1969 ҫулхи  июлӗн 22-мӗшӗнче «Пирӗн енче пурнакансенчен чи малтан кам аслӑ пӗлӳ илнӗ» статья пичетленӗ. Вӑл унта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Лазаревич Лазарев пирки каласа парать. Вӑл 1907 ҫулта Хусанти университета вӗренсе пӗтернине палӑртать.  Пултаруллӑ вӗрентекенсем, спортсменсем, наградӑсене тивӗҫнӗ ҫынсем пирки те нумай ҫырнӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен 1960 ҫулсенче хаҫат малалла аталаннӑ. Содержанийӗпе те, чӗлхе енчен те пуянланнӑ. Вӑл вӑхӑтра районта 6 пин ытла уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗ шутланса тӑнӑ пулсан, вӗсенчен ҫуррине яхӑн эрнере виҫӗ хутчен «Октябрь ялавӗ» хаҫата илсе тӑнӑ.

Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ

1970-мӗш ҫулсем — ҫӗршыва КПСС Генераллӑ секретарӗ Л.И.Брежнев ертсе пынӑ тапхӑр. Вӑл вӑхӑта паянхи кун тӗрлӗрен хаклакан пур. Пӗрисем «пӑнтӑх» тапхӑрӗ теҫҫӗ, теприсем «коммунизмра пурӑннӑ», тесе ҫирӗплетеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем… Кирек мӗнле хак парсан та, 1950—60-мӗш ҫулсемпе танлаштарсан ҫак вӑхӑтра яллӑ вырӑнсенче  палӑрмаллах ӳсӗмсем пулнӑ. Пирӗн районти колхозсем те ҫирӗппӗнрех ура ҫине тӑма пуҫланӑ, промышленноҫӑн ҫӗнӗ производствисем хута кайнӑ, халӑх та ҫӗнӗ ҫурт-йӗр чылай ҫавӑрнӑ. «Дефицит», «блат», «спекуляци» тени пулсан та, ҫынсен пурнӑҫ шайӗ пурин те пӗр евӗрлӗрех туйӑннӑ. ,ҫлесе илнӗ укҫа-тенкӗ ҫиме те, тумланма та, ҫӗнӗ хуралтӑсем ҫӗклеме те ҫитсе пынӑ.

Ҫакӑ халӑх пурнӑҫ шайӗ ҫине витӗм кӳнӗ. Ку тапхӑрта ҫынсен культури ӳснӗ, медицина пулӑшӑвӗ те лайӑхланнӑ, шкулсен ҫӗнӗ ҫурчӗсем хута кайнӑ, 10 класс таран вӗренмелли шкулсен шучӗ ӳснӗ. Халӑх нумайрах вулама пуҫланӑ. Ҫынсем кӗнекесем те нумай туяннӑ, килте те библиотекӑсем пухнӑ. Хаҫат-журнал ҫырӑнакансен йышӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Хӑшӗ-пӗри 8—10 е  ытларах та издани ҫырӑнса илсе тӑма пуҫланӑ. «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн тиражӗ те 4 пин экземпляра ҫитнӗ. Хӑш-пӗр ҫулсенче 4800 экземпляртан та иртнӗ. Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӑхӑтӗнче тата вырма пуҫлансан район хаҫачӗ кашни кун тенӗ пекех 1 полосапа тухса тӑнӑ.  1979 ҫул вӗҫӗнче хаҫат редакцийӗпе типографийӗн ҫӗнӗ ҫуртне хута янӑ. Хаҫат тата типографи ӗҫченӗсем хальхи вырӑна, Заводская урамра вырнаҫнӑ  66-мӗш номерлӗ ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ.

1975 ҫулта хаҫат редакцине Геннадий Алексеевич Уткин ертсе пыма пуҫланӑ. Шӑпах вӑл тӑрӑшнипе, ҫине тӑнипе редакципе типографин ҫӗнӗ ҫуртне тума пуҫланӑ та ӗнтӗ. Хаҫат ӗҫченӗсем хӑтлӑ та ҫӗнӗ вырӑнта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1970-мӗш ҫулсенче, малтанхи вӑхӑтра Н.Якимов, В.Шемекеев, А.Зайцев, И.Кузьмин, В.Давыдов, П.Печников, В.Кизюков, В.Чернов корреспондентсем пулса  ӗҫленӗ, каярахпа вӗсен йышне В.Чубаев, Ю.Скворцов, З.Соловьева, В.Григорьев, В.Михайлов хутшӑннӑ. Н.Никифоровпа   Г.Максимов ҫак тапхӑрта малтан район хаҫатӗнче пӗрремӗш заметкисене пичетлесе хастар юнкорсен йышӗнче шутланнӑ. Кайран хаҫатӑн штатлӑ сотрудникӗсем пулса тӑнӑ. Вӑл ҫулсенче район хаҫатӗнче В.Клементьев, В.Вадимов, Е.Ефимова, Л.Воробьева та корреспондентсем пулса тӑрӑшнӑ.

Корректорта А.Г.Скворцова вӑй хунӑ. В.С.Воробьева машинисткӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Н.Скворцов сӑнӳкерчӗкӗсем хаҫатӑн кашни номерӗнчех пичетленсе пынӑ. Вӑл районшӑн палӑрса юлнӑ пур мероприятисене те сӑнӳкерчӗксем ҫинче сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ. Фотовыставкӑсем те йӗркеленӗ. «Пӗр уйӑх ӗҫлерӗ районти культура ҫуртӗнче «Пирӗн тавралӑх, пирӗн ҫынсем» фотовыставка. Ӑна СССР журналисчӗсен союзӗн членӗн, «Октябрь ялавӗ» хаҫат фотокорреспонденчӗн  Н.Скворцовӑн ӳкерчӗкӗсенчен йӗркеленӗччӗ. Выставкӑна пилӗкҫӗр ытла ҫын пырса курнӑ» (1979 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗ).

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *