Иртнӗ шӑматкун Комсомольскинчи вӑрман хӗрри савӑнӑҫлӑ шӑв-шавпа тулчӗ. Кунта шкул ачисем, округри вӗренӳ учрежденийӗсем, тӗрлӗ организацисенче ӗҫлекенсем тата спорт ветеранӗсем «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн иртекен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. «Единая Россия» партин «Выбор сильных» проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ мероприятире туслӑн йӗлтӗрпе ярӑнса хӗллехи спорт сезонне хупрӗҫ.
Чи малтанах пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Алевтина Ефремова, «Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директор ҫумӗ Юрий Емельянов, «Кӗтне» ФСК директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов тата спорт ветеранӗ Василий Пундяков ӑшшӑн саламларӗҫ, спорт уявӗнче активлӑ пулма, лайӑх кӑмӑлпа старта тухса финиша ӑнӑҫлӑн ҫитме сунчӗҫ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем тӗрлӗ ушкӑнсенче тупӑшрӗҫ, кашниех дистанцие пуринчен те малтан парӑнтарма ӑнтӑлчӗ. Куракансем кӑшкӑрса тата алӑ ҫупса хавхалантарнине кура спортсменсем тата та хӑпартланса финиша ҫитме васкарӗҫ. Хӗвеллӗ, ырӑ ҫанталӑк пулни уява тата та ытларах хаваслӑх кӗртрӗ.
Чи малтанах старта территори уйрӑмӗсен командисем тухрӗҫ. Вӗсем хушшинче Асанкассисем чи маттуррисем пулчӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта — Хырхӗрри, виҫҫӗмӗшӗнче Тукай территори уйрӑмӗсен командисем. Округри шкулсенче вӑй хуракан педагогсем те спорт вӗсемшӗн ют маррине кӑтартса пачӗҫ. Вӗсем туслӑн йӗлтӗр сырса дистанцие ҫӑмӑллӑнах парӑнтарчӗҫ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди чи хӑвӑртти пулса «ылтӑн» кубока тивӗҫрӗ. «Кӗмӗл» кубок хуҫисем — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн педагогӗсем. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче ачасене пӗлӳ паракансем вара финиша виҫҫӗмӗш ҫитме пултарчӗҫ.
Шкул ачисем те вӗрентекенӗсенчен тӗслӗх илсе ӑмӑртура питӗ маттур пулчӗҫ. Вӑтам шкулсен 8—9-мӗш класӗсем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командине ҫитекенсем пулмарӗҫ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн команди финиша иккӗмӗш ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем. 10—11-мӗш классем хушшинче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн команди чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа тата ӑсталӑхпа палӑрчӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче ӑс пухакансем «кӗмӗле», Аслӑ Чурачӑк тата Нӗркеҫ вӑтам шкулӗсен командисем «бронзӑна» тивӗҫрӗҫ. Тӗп шкулсем хушшинче Хырхӗррисем пуринчен те малтан финиша ҫитрӗҫ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел тата Чӗчкен тӗп шкулӗсен командисем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.
Малалла тӗрлӗ предприятисемпе организацисенче вӑй хуракансем старта тухрӗҫ. Ку ушкӑнра та тупӑшу хӗрӳ пулчӗ. «Слава картофелю-2» команда «ылтӑн» кубок хуҫи пулса тӑчӗ. «Старт» ООО команди — иккӗмӗш, «Федералы» команда виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.
Ӑмӑртура яланхиллех спорт ветеранӗсем те пысӑк активлӑхпа палӑрчӗҫ. Вӗсем хушшинче «Кӗтне» команда чи маттурри пулчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — «Асаново» команда. «Слава картофелю» агрофирмӑн команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата призерсене кубоксемпе, медальсемпе тата пылак парнесемпе чысларӑмӑр, малашне те ӑмӑртусене хастаррӑн хутшӑнма, малти вырӑнсене ҫӗнсе илме сунтӑмӑр.
Ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн муниципаллӑ округ пуҫлӑхне Н.Н.Раськина, округ администрацине, спонсорсене — «Слава картофелю» агрофирмӑна (генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин), А.В.Архипов уйрӑм предпринимателе, «Мечта» магазин ертӳҫине Н.Р.Камальтдинова, ҫавӑн пекех «Кӗтне» ФСК коллективне, судьясене чӗререн тав тӑватпӑр. Округри шкулсен директорӗсемпе учителӗсене те ӑмӑртӑва хастар хутшӑннӑшӑн, ҫамрӑк спортсменсене лайӑх хатӗрленӗшӗн пысӑк тав. Ҫитес ҫул та спорт ӑмӑртӑвне пысӑк йышпа хутшӑнасса шанатпӑр.
Алевтина Ефремова.

