Нумаях пулмасть Александра Павловна Челакова 90 ҫулхи уяв кӗрекине ларчӗ. Ҫак ятпа хисеплӗ ватӑна ывӑлӗпе кинӗсем, мӑнукӗсем, чи ҫывӑх тӑванӗсем, территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова, ялти фельдшерӗ Е.Г.Марина тата ялти культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Г.А.Ванюркина килсе ӑшшӑн саламларӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн Н.Н.Раськинӑн саламлӑ ҫырӑвӗпе, чечек ҫыххипе хаклӑ парнесем парса чыс турӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ. «Ан кулян эс, ан кулян, ватлӑх пӑхнӑшӑн куҫран», — тесе хитре юрӑпа савӑнтарчӗҫ.
90 ҫул вӑл 9 ҫул мар, утса тухма ҫӑмӑл мар. Вӑл вӑхӑтри ҫынсем тимӗр те татнӑ, тыррине те вырнӑ, уттине те ҫулнӑ, ӑҫта хушнӑ, унта кайса ӗҫленӗ.
Пирӗн инке, Александра Павловна Челакова (Мельдина) 1936 ҫулта Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьере вӗсем пилӗк ача пулнӑ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ, крахмал пашалӑвӗ ҫисе вӗлтрен-пултран апачӗпе ӳснӗ, ҫитӗннӗ. «Анне питӗ харсӑрччӗ, тырра ҫурлапа вӑйлӑ выратчӗ, пире пӗчӗккӗллех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, алла ҫурла тыттарнӑ», — аса илет Санькка инке. Колхоз ҫырма хӗрринчи лапам ҫӗрсене те ахаль вырттарман, купӑста, пахча ҫимӗҫ лартнӑ. Вӗсене шӑварма ҫырмаран шыв йӑтнӑ. Темле йывӑр пулсан та ҫамрӑк хӗр малаллах пӑхать, ҫине тӑрса вӗренсе, ҫуран ҫӳресе Комсомольски вӑтам шкулне пӗтерет. Библиотекарь профессине алла илесшӗн ҫунать, ӗмӗтне пурнӑҫлайман. Амӑшӗ 35 ҫултах суккӑрланать. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратма ӗҫлекен кирлӗ пулнӑ. Хӗр фермӑна ӗне сума вырнаҫать. Вӑл вӑхӑтра хальхи пек механизаци пулман, мӗнле аллисем чӑтнӑ-ши? Ашшӗ, Павӑл тете, вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ, колхоз председателӗнче те ӗҫленӗ.
Пӑртак укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илес тесе Санькка аппа 1956 ҫулхине ытти ҫамрӑк хӗрсемпе торф кӑларнӑ ҫӗре кайнӑ. Унтан таврӑнсан пӗр улшӑнми 1996 ҫулччен фермӑра ӗҫленӗ, ӗнесене пӑхнӑ, сысна самӑртнӑ. ,ҫне кура хисепленӗ Санькка инкене. Ял Совет депутатне те суйланӑ. Пӗрре кӑна мар парнесем, грамотӑсем парса чысланӑ, «Победителю соцсоревнования 1973 г.» паллӑ та пур унӑн.
1960 ҫулта ҫамрӑк хӗр ялти маттур трактористпа ҫемье ҫавӑрать, кил-ҫурт ҫӗклесе, виҫӗ ача ҫуратса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ вӗсем. Афганистанра службӑра пулса таврӑннӑ ывӑлӗ 33 ҫулта аварине лексе вилчӗ. Каярахпа 63 ҫулта мӑшӑрӗ те, Толя тете, чире пула пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Халь Санькка инке тӗп килте Светлана хӗрӗпе пурӑнать. Кӗҫӗн ывӑлӗ Валерий Шупашкарта тӗпленнӗ.
Санькка инке паянхи кун 6 мӑнукӗпе тата 5 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнать.
,ҫлеме кӑна мар, юрлама-ташлама та шутсӑр маттур ҫын вӑл пирӗн инке, концертсене яланах хутшӑннӑ. Упӑшки купӑс каланӑ, инке юрланӑ. Районти «Янра, хуткупӑс» конкурсра та малти вырӑн йышӑннӑ. Мӑнкун уявӗнче рет ҫӳренӗ, пӗр ратне пӗр урам саркаланса юрласа килнине каласа парать вӑл. «Халь пурте пур, мирлӗ тӳпе кӑна пултӑр», — тет Санькка инке.
Галина СМИРНОВА,
Кивӗ Сӗнтӗрти ветерансен совечӗн председателӗ.

