Мартӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Единая Россия» парти 2021—2026 ҫулсенче ӗҫе кӗртнӗ Халӑх программине пӗтӗмлетнӗ. «Есть результат!» форум ӗҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, республика парламенчӗн депутачӗсем, парти проекчӗсен координаторӗсем, влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен представителӗсем, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнисем, активистсемпе волонтерсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев влаҫ органӗсем тата «Единая Россия» парти пӗр тӗллевпе, пӗр шухӑшпа ӗҫленине палӑртнӑ. Халӑх ыйтӑвӗсене илтсе вӗсене мӗнле пурнӑҫланине пилӗкҫуллӑх пӗтӗмлетӗвӗсем туллин ҫирӗплетсе панине асӑннӑ. Тухса калаҫакансем те, делегатсем те партин Халӑх программи ҫынсен ыйтӑвӗсене пурнӑҫламалли тӗп механизм пулнине ҫирӗплетнӗ. Республикӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Регионта ку тӗлӗшпе 50 ытла пулӑшу мелӗ ӗҫлет. Федераци шайӗнче вара 159 саккун вӑйра.
Форум ӗҫне пирӗн округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пыракан делегаци те хутшӑннӑ. Вӗсем форумра палӑртнӑ ыйтусене сӳтсе явмалли площадкӑсенче пулнӑ: «Парти — вӑл халӑх: пуҫламӑш уйрӑмсем», «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем», «Ҫамрӑксем тата ачасем». Ҫавӑн пекех «Есть результат!» форумра «Единая Россия» партин округра маттур ӗҫлесе пыракан вырӑнти секретарӗсене палӑртса хӑварнӑ. Акӑ, «Асановское» уйрӑмӑн секретарӗ Оксана Копташкина регионти конкурса хутшӑнса «Своих не бросаем, им помогаем» проектпа 1-мӗш степеньлӗ Диплома тата парнене тивӗҫнӗ. «Чичканское» уйрӑм секретарӗ Гульназ Гайнуллова «Дорога памяти» проектпа — 3-мӗш степеньлӗ Диплом тата парне хуҫи. Саламлатпӑр!
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Алексей Ладыков республикӑра туса ирттермелли ӗҫсен ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланнине палӑртнӑ. Ҫитес пилӗкҫуллӑхри тӗллевсен программине валли халӑх сӗнӗвӗсене муниципалитетсенче пуҫтарӗҫ. Тӗп тӗллевсем ҫавсемех юлаҫҫӗ% промышленноҫа аталантарасси, экономикӑна ҫӗклесси, ачасем тата ҫамрӑксем, пурӑнмалли ҫурт-йӗр, территорисене аталантарасси, ҫынсене патшалӑх енчен пулӑшасси, сывлӑхлӑ ҫемье, ялсене ҫӗклесси.
Паянхи кун тӗлне халӑхӑн 10 пин ытла пуҫаруллӑ сӗнӗвне йышӑннӑ та ӗнтӗ. Кӑмӑл пуррисем хӑйсен шухӑшӗсене Есть.Результат.РФ сайта ҫырма пултараҫҫӗ. Парти членӗсем кашни ҫын сӗнӗвне шута илме шантараҫҫӗ.
«Республикӑра 3 пин километра яхӑн ҫул-йӗре тата 25 кӗпере юсанӑ, М-12 трассӑна ӗҫе кӗртнӗ. 200 ытла обществӑлла хутлӑха тирпейленӗ, экологиллӗ транспортпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе регион Раҫҫейре лидерсен йышӗнче. Промышленноҫ секторӗ 27 миллиард тенкӗ ытла пулӑшу илни производствӑна 2,5 процент ӳстерме май панӑ. Масштаблӑ улшӑнусем пур отрасльсене те пырса тиврӗҫ: ҫӗршер медицина учрежденине ҫӗнетнӗ, спортӑн 110 объектне реконструкциленӗ е ҫӗнӗрен тунӑ, модельлӗ 40 библиотека уҫнӑ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр секторӗнче 4,5 миллион тӑваткал метр ҫурт тунӑ, 90 пин ҫемье хӑйсен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатнӑ. 10 пин киле «сенкер ҫулӑм» ҫитнӗ, ӑшӑпа тата шывпа тивӗҫтермелли системӑна модернизациленӗ. Яллӑ вырӑнсенче 7 пине яхӑн пуҫаруллӑ проект пурнӑҫланӑ. Вунтӑватӑ ача сачӗ тата вуншар шкул туни ачасене хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан инҫех мар паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен пӗлӳ илме май парать. Ҫак ҫитӗнӳсем Чӑваш Ен командипе «Единая Россия» партин пӗрлехи ӗҫӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса параҫҫӗ», — тенӗ хӑй сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

