Ӑмӑртусем хӗрӳ иртнӗ

Ӑмӑртусем хӗрӳ иртнӗ

Март уйӑхӗ ҫуркунне пуҫламӑшӗпе тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе паллӑ. Спорта юратакансене вара ҫӗнӗ стартсем, савӑнӑҫ  парнелекен   ӑмӑртусем кӗтеҫҫӗ. Уяв кунӗсенче тата умӗн округри сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем вырӑнта тата ытти тӑрӑхра  иртекен  тупӑшусене хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар, ҫитӗнӳсем те тунӑ, хавхалану илнӗ, кӑмӑл-туйӑмӗсене ҫӗкленӳ кӳнӗ.

Волейбол. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкулсенче вӗренекен хӗрсем хушшинче хамӑрӑн чаплӑ ентеш В.А.Ильин  вице-адмирал ячӗпе волейбол енӗпе уҫӑ турнир йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Владислав Алексеевич пирӗн районти Шурут-Нурӑс ялӗнче  ҫуралса ӳснӗ, пӗтӗм пурнӑҫне ҫӗршывӑн Тинӗс-ҫар флотне аталантарас ӗҫе панӑ. Иртнӗ ҫул вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ пулсан та унӑн ырӑ ячӗ, ӗҫӗсем  яланлӑхах юлӗҫ. Турнира республикӑри шкулсенче вӗренекен хӗрсен командисем хутшӑннӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ҫамрӑк спортсменкӑсене  уяв ячӗпе саламланӑ, вӑйӑсенче ӑнӑҫусем суннӑ.

Пирӗн округри хӗр ачасен команди пур тӗлпулусенче те ӑнӑҫлӑ выляса турнир ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ, кубока ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Патӑрьел округӗн команди. Виҫҫӗмӗш вырӑна Вӑрнар округӗнчен килнӗ ҫамрӑк спортсменкӑсем тивӗҫнӗ.

Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа ирттернӗ волейбол  ӑмӑртӑвӗнче те ҫамрӑк волейболисткӑсем тупӑшнӑ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ С.В.Кондратьева уяв ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем каласа ҫитӗнӳсем суннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ята Тӑманлӑ Выҫли ялӗн хӗрӗсем алӑран вӗҫертмен.  Анат тата Тури Тимӗрчкасси тӑрӑхӗнчи хӗрсем те ӑсталӑхпа палӑрнӑ, иккӗмӗш приз хуҫисем пулса тӑнӑ. Шурутран килнӗ хӗрсем виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Ӑмӑртӑва йӗркелеме пулӑшнӑшӑн В.Е.Илларионова, В.В.Бархонова, А.В.Фадеева, А.А.Николаева тав сӑмахӗ каланӑ.

Спортпа туслӑ Асанкасси тӑрӑхӗнче те уяв умӗн волейбол турнирӗ ирттернӗ. Ялта пурӑнакан хӗрарӑмсен командисем территори уйрӑмӗн администрацийӗн парнисемшӗн тупӑшӑва тухнӑ. Пысӑк пултарулӑх кӑтартса Асанкасси вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. «Анаткас» команда иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. «Ягодки» команда виҫҫӗмӗш  приз  хуҫи пулса тӑнӑ.  «Ҫакӑн пек ӑмӑртусем пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑха ҫирӗплетеҫҫӗ, лайӑх кӑмӑл парнелеҫҫӗ», — палӑртнӑ ял ҫыннисем.

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн спортзалӗнче те Хӗрарӑмсен уявӗ ячӗпе волейболла вылянӑ.  Хӗрӳ тупӑшура Тӑманлӑ Выҫли  хӗрӗсем мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Аслӑ Чурачӑк  команди. Асанкассинчен килнӗ хӗрсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене, призсене тивӗҫнӗ. Спонсорла пулӑшу панӑшӑн Д.Н.Тарасов, О.В.Тарасов тав сӑмахне тивӗҫлӗ.

Футбол. Хирти ,нел ялӗнче пурӑнакан хӗрсемпе хӗрарӑмсем уяв кунӗнче хӑйнеевӗр ӑмӑрту йӗркеленӗ. Вӗсем урисене кӑҫатӑсем тӑхӑнса футбол мечӗкне хапхасем енне хӑваланӑ. Кун пек чухне ҫӗнтерӳ чи пӗлтерӗшли  те мар пулӗ. Уҫӑ сывлӑшра пулса, ушкӑнпа хусканусем туса сывлӑха ҫирӗплетни, ырӑ туйӑм илни паха.

Йӗлтӗр спорчӗ. Патӑрьел округӗнче Чӑваш республикинчи ӑмӑртусен нумай хутченхи ҫӗнтерӳҫине, спорт мастерӗн кандидатне В.И. Маркиданова асӑнса Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗсенчи тата Шупашкар хулинчи йӗлтӗрҫӗсем хушшинче  ӑмӑрту пулнӑ. Унта пирӗн округ спортсменӗсем лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ, командӑсем хушшинче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм йӗлтӗрҫӗсем хушшинче шкул ачисенчен Роман Кураков, 51—70 ҫулсенчи спортсменсем хушшинче Зуфар Тимаев, 70 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Николай Ятманов  пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Данил Гаврилов, Юлиана Можаева, Анна Тарасова вӗренекенсем, 20—45 ҫулхисем хушшинче ӑмӑртнӑ Людмила Можаева иккӗмӗш вырӑнсене тухнӑ. Шкул ачисенчен Роман Тихонов, Максим Воробьев, Ангелина Морозова, аслӑ ӳсӗмрисенчен Любовь Степанова виҫҫӗмӗш приз ҫӗнсе илнӗ. Йӗлтӗрҫӗсемпе тренерсене малашне те ӑнӑҫу пултӑр.

Шӑмӑршӑ округӗнче В.И.Максимов кубокне ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсем тупӑшнӑ. Унта та пирӗн округ спортсменӗсем палӑрнӑ. 2012—2013 ҫулта ҫуралнӑ  арҫын ачасем хушшинче Роман Кураков, 2010—2011 ҫулта ҫуралнӑ хӗр ачасем хушшинче Ангелина Морозова, 2008—2009 ҫулта ҫуралнӑ хӗрсем хушшинче Анна Тарасова виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. 1986—1995 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрарӑмсем хушшинче Людмила Можаевӑпа Любовь Степанова иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш кӑтартусемпе палӑрнӑ. Арҫынсенчен хӑйсен ӳсӗмӗсен ушкӑнӗсенче ӑмӑртса Зуфар Тимаевпа Николай Ятманов ылтӑн медальсене ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене малалла та ӑнӑҫлӑ финишсем сунатпӑр.

 Ирӗклӗ майпа кӗрешесси. Мартӑн 7-мӗшӗнче Ульяновск облаҫӗнчи Большое Нагаткино ялӗнче Совет Союзӗн Геройне  Е.Г.Воробьева асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе регионсем хушшинчи 44-мӗш турнир иртнӗ. Унта пирӗн округри Асанкасси вӑтам шкулӗнче вӗренекен спортсменсем те хутшӑннӑ. Хӑйсен ӳсӗмӗсенче тата виҫе категорийӗсенче кӗрешсе Кира Данилова, Трофим Таркин, Регина Калюкова призерсен йышне кӗнӗ. Вӗсем  Г.Н.Петухов патӗнче  ӑсталӑха туптаҫҫӗ. Ҫамрӑк спортсменсен малашне те ҫӗнтерӳсем пулччӑр.

Шашка. Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче  спорт ветеранне С.В.Зайцева асӑнса  шашкӑлла вылякансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Арҫынсем хушшинче чи нумай очко пуҫтарса Николай Индюков пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Юрий Зайцев иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Юрий Быков. Хӗрарӑмсенчен С.А.Смирнова ӑстарах вылянӑ, чемпион ята ҫӗнсе илнӗ. Р.С.Зайцева иккӗмӗш пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Н.С.Трянина тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем наградӑсене тивӗҫнӗ.

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *