Янкасси ялӗн паттӑрӗсем

Андрей Тимофеевич Воронова (1920—1942) 1941 ҫулхи май уйӑхӗнче ҫара илнӗ, вӑл Мускав облаҫӗнчи Калуга округне кӗрекен Перемышль хули ҫывӑхне лекнӗ. 1941 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче А.Т.Воронов службӑра тӑракан 164-мӗш стрелоксен дивизийӗ ункӑран тухнӑ вӑхӑтра чылай салтака тата ҫар техникине ҫухатнӑ. Фронт командованийӗ чӗрӗ юлнӑ салтаксене 99-мӗш стрелоксен дивизине куҫарма йышӑннӑ, 371-мӗш полк 206-мӗш стрелоксен полкӗпе пӗрлешнӗ. Тӑшманӑн 1942 ҫулхи май уйӑхӗнчи контрнаступленийӗ хыҫҫӑн дивизие татах салтаксемпе тата техникӑпа пуянлатма тивнӗ. Тин пуҫласа ҫапӑҫӑва кӗрекен йышлӑ дивизие Сталин облаҫӗнчи Ерзовка ҫывӑхӗнче ҫирӗпленсе оборона тытма хушнӑ. Июлӗн 1-мӗшӗнче тӑшмана окопсенчен хӗссе кӑларнӑ, вара дивизи ҫӗнӗ чикӗсене лайӑх хӳтӗлеме приказ илнӗ. Ҫакӑнти ҫапӑҫусем ҫинчен Петр Таллеров таврапӗлӳҫӗ «Ни шагу назад» очеркӗнче ҫырса кӑтартнӑ: «Июлӗн 2-мӗшӗ тӗлне полк ҫапӑҫу урлӑ разведка ирттерме вӑйлӑлатнӑ батальон хатӗрленӗ. Ун йышне Воронова та кӗртнӗ. Тӑшман артиллерипе минометсенчен ҫил-тӑвӑлла ҫулӑм тӑкма пуҫланӑ. Ҫакӑ 15—20 минута тӑсӑлнӑ. Снарядсем питӗ ҫывӑхра сирпӗннӗрен траншейӑсене тӑпрапа хупланӑ. Разведчиксем тӑшман хӑйӗн подразделенине пӗрремӗш линирен куҫарни ҫинчен пӗлтерсен полк командирӗ Галицкий салтаксене наступление ҫӗкленӗ. Минӑсен уйӗнче снайперсем хатӗрленӗ ҫул тӑрӑх чи малта разведчиксем пынӑ. Тӑшман хыҫҫӑн кайса вӗсем ҫулӑм батарейи патӗнчен ҫыхӑну линийӗ тӑсакан нимӗҫ артиллерисчӗсене тыткӑна илнӗ. Тыткӑна илнӗ салтаксем вӗсен командованийӗ оборона участокне йышӑнма ӗлкӗреймен чаҫсене урӑх ҫӗре куҫарни ҫинчен каласа панӑ. Пирӗннисем ҫакӑнпа усӑ курса хӑвӑрт ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Фашистсем ӑнланса иличчен вӗсем чылай мала кайса ункӑна лекнӗ Горохов полковникӑн ушкӑнӗпе пӗрлешме май ҫитернӗ. Ҫак ҫапӑҫура А.Т.Воронов пуҫне хунӑ».   

Сергей Митрофанович Митрофанова 1941 ҫулхи август уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, вӑл Пенза облаҫӗнче йӗркелекен 10-мӗш армине лекнӗ. Ҫак ҫулхи ноябрь — декабрь уйӑхӗсенче Мускавшӑн пыракан ҫапӑҫусем питӗ хӗрсе ҫитнӗ. Ноябрь уйӑхӗнче «иккӗмӗш генеральнӑй наступлени» пуҫарнӑ тӑшман пирӗн тӗп хулана ҫурҫӗр тата кӑнтӑр енсенчен ҫавӑрса илме хӑтланнӑ. Мускав ҫывӑхӗнчи хирсенче вӑйлӑ ҫапӑҫусем пынӑ. Совет салтакӗсем питӗ ҫирӗппӗн хирӗҫ тӑрса фашистсене пысӑк сиен кӳнӗ. Командовани Мускав ҫывӑхӗнче контрнаступлени ирттерсе хулана ҫавӑрса илме хӑтланакан тӑшманӑн ушкӑнӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса аяккалла сирсе яма тӗллев лартнӑ. Наступленин пӗрремӗш кунӗнче тӗп вӑйсене Михайлов хули патне пуҫтарнӑ. Ҫак хула ҫине флангсенчен 330-мӗш тата 324-мӗш дивизисем, фронтран вара 328-мӗш дивизи пӗр харӑс пымалла пулнӑ. Декабрӗн 6-мӗшӗнче контрнаступлени пуҫланнӑ. П.Таллеров «До последней возможности» очеркӗнче Михайлов патӗнчи ҫапӑҫусем декабрӗн 7-мӗшӗнче тул ҫутӑличченех пыни ҫинчен ҫырнӑ. Юлашкинчен 1107-мӗш стрелоксен полкӗ (шӑпах унта пирӗн ентеш те пулнӑ) хулана илме пултарнӑ. Малалла дивизи Белев хули ҫывӑхне ҫитнӗ, ӑна ирӗке кӑларнӑ. Дудоровски ялӗ патӗнче оборона тытса тӑнӑ, ҫапах ҫапӑҫусем лӑпланман. Вӗсенчен пӗринче Митрофанов аманнӑ, ӑна госпитале ӑсатнӑ. 1942 ҫулхи мартӑн 7-мӗшӗнче вӑл суранӗсене пула вилнӗ.     

Сергей Яковлевич Чернова (1925—1944) 1941 ҫулхи июнь уйӑхӗнче 18 ҫул тултарсан ҫара илнӗ. 3 уйӑх вӗрентнӗ хыҫҫӑн ӑна стрелоксен дивизине янӑ. Вӑл 1944 ҫулхи ҫуркунне Ленинград облаҫӗнчи Свирь юханшывӗ патне ҫитнӗ. П.Таллеровӑн «На берегу Свири» очеркӗнче кунти ҫапӑҫусем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫапла 1944 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче ирхине тӑшман контратакӑна хатӗрленме пуҫланӑ. Унӑн авиацийӗ 2 сехет пирӗннисем ҫине вут-ҫулӑм тӑкнӑ. Вара пирӗн танксемпе пехота атакӑна ҫӗкленнӗ. Ҫак ҫапӑҫура С.Я. Чернов пуҫне хунӑ. 

Пӗлтӗр эпир Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне паллӑ туса тӗрлӗрен мероприятисем ирттертӗмӗр. Паттӑрсене вара ҫакӑн пек тематикӑлла ҫулталӑкра ҫеҫ мар аса илмелле, чыс тумалла. Вӗсен ячӗсем ӑрусен асӗнче яланах упранччӑр.

Вероника Кочешкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *