Воскресенье, 10 мая

Черетлӗ пулӑшу – салтаксене

Черетлӗ пулӑшу – салтаксене

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳресси пирӗн округра активлӑн пурнӑҫланса пырать. Пӗрисем укҫа-тенкӗ, пахча ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ япаласем парса, теприсем маскировка сеткисем ҫыхса, окоп ҫуртисем туса, типӗтнӗ яшкасем хатӗрлесе мӗн пултарнӑ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче пирӗн округри хастарсем  СВОри ентешсем патне черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ.

Чӑваш Енри «Союз пограничников» обществӑлла организаци пулӑшнипе Курск енче ҫапӑҫакан 44073-мӗш ҫар чаҫӗн салтакӗсем валли пӗр КамАЗ хӑма ярса панӑ. Палӑртса хӑ- вармалла, ҫакӑн пек пулӑшу 11-мӗш хут ӗнтӗ ҫула тухать.

Салтаксене валли пиломатериала Александровка ялӗнчи уйрӑм предприниматель Ришат Ахметов панӑ. Округра пурӑнакансемпе волонтерсем те гуманитарлӑ груз хатӗрлессинчен айккинче тӑрса юлман. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи волонтерсен «Шанчӑклӑ тыл» ушкӑнӗ хӑвӑрт пиҫекен яшкасем, Комсомольски территори уйрӑмӗнчи волонтерсем маскировка сеткисем парса пулӑшнӑ.

Гуманитарлӑ груза тиесе ӑсатас ӗҫе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин хутшӑннӑ. Вӑл СВОри ентешсене пулӑшакан кашни ҫынна чӗререн тав тунӑ. «Ҫакӑн пек самантсенче пирӗн тылӑн пӗрлӗхӗ, вӑйӗ уйрӑмах лайӑх палӑрать. Эпир ҫак пархатарлӑ ӗҫрен айккинче юлман ҫынсемпе чӑннипех те мӑнаҫланатпӑр», — палӑртнӑ вӑл.

Аякри ентешсене пулӑшу кӳрес ӗҫ малашне те пурнӑҫланса пырӗ. Тӑван килте, округра вӗсене кӗтнине, вӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑнасса шаннине пӗлни ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемшӗн темрен те паха.

Наталья КАЛАШНИКОВА хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *