Пурнӑҫра ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. «Единая Россия» партин «Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем» проекчӗн тӗп тӗллевӗсем шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ: ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шутне тата вӗсен йывӑрлӑхне чакарасси, ачасен, ҫуран ҫӳрекенсен тата машинӑпа ҫӳрекенсен ҫулҫӳрев культурине йӗркелеме майсем туса парасси, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес енӗпе саккунсене лайӑхлатасси тата ытти те.
Ҫак тӗллевпе РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗнчи ГИБДД инспекторӗсем тӑтӑшах ҫул ҫинче рейдсем ирттереҫҫӗ, хӑрушлӑха сирес тӗлӗшпе тимлеҫҫӗ. Руль умне ларсан та, ҫуран ҫула тухсан та асӑрхануллӑ пулмалли ҫинчен вӗсем аса илтерсех тӑраҫҫӗ.
(Хамӑр инф.).

