Тӗллевсене пӗрле пурнӑҫламалла

Иртнӗ эрнере Хырхӗрри культура ҫуртне Эткер, Кӗтне Пасар, Хырхӗрри, Хурнай, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗсенче пурӑнакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем малтанах Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков иртнӗ ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе  паллаштарнине итлерӗҫ.

Пилӗк ялта пурӗ 786 ҫын шутланать. Вӗсенчен ӗҫлекенсем — 484, пенсионерсем — 232. 2025 ҫулта территори уйрӑмӗнче пуҫаруллӑ бюджетпа проектсем хатӗрлесе тӑватӑ тӗрлӗ ӗҫ тунӑ. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ачасене вылямалли лаптӑк янтӑланӑ. Хырхӗрри  культура ҫурчӗ таврашӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, карта тытса ҫавӑрнӑ. Эткерте  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка юсанӑ. Кашни ял масарӗ ҫине йӑла каяшӗсем хумалли контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗлтӗр ялсене тирпей-илемпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе чылай ӗҫ туни палӑрать. Кӑҫал ку тӗлӗшпе малалла ӗҫлесшӗн. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗн масарӗ патне ҫитиччен ҫул сарасшӑн, Хурнай тата Кӗтне Пасар ялӗсенче шыв пӑрӑхӗсем хурасшӑн. Культура ӗҫченӗсемпе волонтерсем кашни ҫулах вырӑнти палӑксене пӑхса тӑраҫҫӗ, ҫул хӗррисенчи ҫӳп-ҫапа пуҫтараҫҫӗ, масарсене тирпейлеҫҫӗ…

Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗн директорӗ Ю.П.Алексеев хӑй сӑмахӗнче вӗренӳ ӗҫӗ пирки каласа панипе пӗрлех ачасен шучӗ ҫулсеренех чакса пыни пирки пӑшӑрханнине палӑртрӗ. Сывлӑх хуралӗн ӗҫченӗсем, Вӑрманхӗрри Чурачӑк  тата Хырхӗрри ялӗсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсен заведующийӗсем Н.В.Белковапа Е.А.Михайлова медицина пулӑшӑвӗ парас ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Хырхӗрринчи ФАП ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ май кунта пулӑшу майӗсем анлӑланнӑ, анализсене те вырӑнтах  йышӑнаҫҫӗ, ЭКГ та тухма пулать. Комсомольски район больницин тӗп врачӗн ҫумӗ  Л.В.Галкина округра сывлӑха сыхлас ӗҫ мӗнле пынипе паллаштарчӗ. 

Ял халӑхӗн пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ та интереслӗ тӑвас енӗпе мӗнле ӗҫлесе пыни пирки Хырхӗрри культура ҫурчӗн директорӗ Н.П.Андреев каласа пачӗ. Вӑрманхӗрри Чурачӑк клубӗн культорганизаторӗ Л.Г.Белкова ун сӑмахне малалла тӑсса йӗркеленӗ мероприятисемпе паллаштарчӗ. Территори уйрӑмӗнчи ялсенче паллӑ кунсемпе уявсенче пӗрле пуҫтарӑнса савӑнаҫҫӗ. Мероприятисене халӑха йышлӑнрах хутшӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул, акӑ, Кӗтне Пасар ялӗн кунне анлӑн уявланӑ. Культура мероприятийӗсем йӗркеленипе пӗрлех спорт ӑмӑртӑвӗсене  те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ С.В.Волкова, Г.В.Коновалова, С.В.Новикова асӑнса футбол, шашка, волейбол  турнирӗсем  ирттернӗ.

Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин округ пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.В.Катиков ушкӑнпа тӑвакан ӗҫсенче аслӑ ӑрури ҫынсемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хастар пулнине палӑртрӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу парас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн ялсенчи ҫынсене тав турӗ.

«Восток»  ЯХПК председателӗ В.Г.Михеев  хӑйӗн сӑмахӗнче  ял ҫыннисен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхпа килӗштерсе пымаллине асӑнчӗ. Кооператив ял ҫыннисене тырӑпа тата ытти енӗпе пулӑшса пыма тӑрӑшнине ҫирӗплетрӗ.

Пуху ӗҫне  шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн ӗҫченӗ  И.И.Гайнетдинов, вӑрман хуҫалӑхӗн инспекторӗ А.А.Кондратьев тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

В.Нямуков ялсен обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакан  О.А.Никитина, Г.А.Ершова, В.Н.Петрова, А.В.Иванова, Н.Н.Ятманова округ администрацийӗн Тав ҫырӑвӗсене парса наградӑларӗ.

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, шав малалла чупать. Ҫавӑнпа та самана йӗркине пӑхӑнса ҫӗнӗлле пурӑнма хушать. Пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма тӑрӑшасси, ялсен тасалӑхӗпе тирпейлӗхӗшӗн тимлесси — ял ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫламалли тӗллевсем. Ушкӑнпа вӑй хурсан ҫеҫ хамӑр пурӑнакан вырӑн  илемленӗ, хӑтлӑланӗ. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗ территори уйрӑмӗн начальникӗ. Ялсем ватӑлса пырсан та, малалла тӑрӑшмалла.

Хырхӗрринчи «Палан» фольклор ансамблӗ пуҫтарӑннисене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗ.

Нажеджа Ершова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *