Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерстви кӑҫал «Раҫҫей суту-илӗвӗ» конкурс ирттерет. Ун тӗллевӗ — отрасльти малта пыракан опыта, нумай форматлӑ суту-илӗвӗн чи лайӑх практикисене тупса палӑртасси.
Конкурса вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чи лайӑх суту-илӳ урамӗ», «Чи лайӑх стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗ», «Чи лайӑх ярмӑркка», «Чи лайӑх ваккӑн сутакан пасар», «Чи лайӑх мобильлӗ суту-илӳ объекчӗ», «Чи лайӑх магазин», «Чи лайӑх апатлану предприятийӗ», «Чи лайӑх суту-илӳ фестивалӗ», «Чи лайӑх курттӑммӑн сутакан апат-ҫимӗҫ пасарӗ», «Вырӑнти тавар туса илекенӗн чи лайӑх фирма сечӗ», «Раҫҫей таварӗсене чи лайӑх кӑтартса пани», «Ҫул хӗрринчи чи лайӑх сервис» номинацисенче палӑртаҫҫӗ.
Заявкӑсене мартӑн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫакна Торговля России.рф (www.russiant.org) сайт урлӑ тума пулать. Конкурса хутшӑнас текенсене ҫакӑн ҫинчен округ администрацийӗн экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайне мартӑн 25-мӗшӗччен 5-15-67 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтатпӑр.
Оксана Козина,
экономика тата инвестици ӗҫӗн секторӗн заведующийӗ.

