Воскресенье, 10 мая

Пӗчӗккисем те спортра хастар

Пӗчӗккисем те спортра хастар

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче чи пӗчӗк атлетсен спорт уявӗ иртрӗ. «Единая Россия» парти пуҫарнипе пурнӑҫа кӗрекен «Ача-пӑча спорчӗ» проектпа килӗшӳллӗн унта ГТО фестивалӗ йӗркелерӗмӗр. Ӑна «Готов к труду и обороне» юхӑма туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Фестивальте округри «Радуга», «Лейсан», «Рябинушка» тата «Колосок» ача сачӗсене ҫӳрекенсем спортӑн тӗрлӗ енӗсенче хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслерӗҫ. Вӗсем 10 метра чупас, вырӑнтан инҫӗшне сикес, татӑкӑн-татӑкӑн чупас,  гимнастика сакки ҫинче тӑрса малалла пӗшкӗнес енӗпе нормативсене пурнӑҫларӗҫ. Кашниех чи лайӑх кӑтарту тума тӑрӑшрӗ. Пӗри норматива пурнӑҫланӑ вӑхӑтра ыттисем хавхалантарса тӑчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсемшӗн чӗререн савӑнчӗҫ.

Ачасем ҫулӗпе пӗчӗк ҫеҫ пулсан та хӑйсене чӑн-чӑн спортсменсем пек кӑтартса пачӗҫ. Вӗсем йывӑрлӑхсенчен хӑрамасӑр хӑнӑхтарусене пурнӑҫласа спорт фестивалӗпе  питӗ кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Фестиваль спортпа мӗн ачаранах туслашни пурне те пӗрлештернине, савӑнӑҫ парнеленине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.  

Петр ПОРЯДКОВ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *