Нумаях пулмасть Пятигорск хулинчи «Машук» пӗлӳсен центрӗнче «Чтецкие чтения» проектӑн чи лайӑх литература клубӗсене пӗрлештерекен вӗрентӳ мероприятийӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен литература клубӗсен 150 чи лайӑх кураторне йыхравланӑ.
Кураторсем ҫамрӑксене классиксемпе тата паянхи авторсемпе паллашма хавхалантараҫҫӗ, творчествӑлла тӗлпулусем, дискуссисем йӗркелеҫҫӗ. Тӗлпулура вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, литература пӗлӗвне сарассинчи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ, аудиторипе ӗҫлемелли ҫӗнӗ форматсене шыранӑ. Хутшӑнакансем регионсенчи литература клубӗсене аталантармалли плансене те палӑртнӑ.
Пирӗн муниципаллӑ округран ҫак мероприятие Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Надежда Воробьева хутшӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пуян педагогика опытне кура тата шкул ачисем хушшинче вулава анлӑн сарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ҫак чыса тивӗҫнӗ. Ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайри мероприятие ҫитсе курни, малта пыракан опытпа паллашни округри литература клубӗсен ӗҫне тата та интереслӗрех тума пулӑшӗ.

