(Малалли).
Аталану ҫулӗпе малалла
Культура ӗҫченӗсене мероприятисем йӗркелеме комсомолецсем пулӑшса пынӑ. Хаҫатра ялти клубсенче пулса иртекен мероприятисене ҫутатсах тӑнӑ. Кашни клуб ҫумӗнче тенӗ пекех драмкружоксем ӗҫленӗ. Тумтирсене хӑйсем ҫӗлесе, декорацисем хатӗрлесе халӑх умне тухнӑ. Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи театр 1969 ҫулта РСФСР культура министерствин йышӑнӑвӗпе халӑх театрӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫак ҫулхи хаҫатӑн июнӗн 19-мӗшӗнчи номерӗнче Л.Таллеров журналист «Вӑрӑм кун-ҫул сана, халӑх театрӗ!» ятпа пысӑк статья пичетленӗ. Унта вӑл артистсем, театр репертуарӗ пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
1965 ҫултан пуҫласа районта Хӗле ӑсатнин уявне йӗркелеме пуҫланӑ. «10 сехетре культура ҫурчӗ умӗнче ҫунасенчен пуйӑс йӗркелеҫҫӗ», «Лентӑсемпе тата ялавсемпе илемлетнӗ вунӑ тройкӑпа ҫамрӑк ачасене, вӗренӳ отличникӗсене, производствӑра малта пыракансене ярӑнтараҫҫӗ», «Культура ҫурчӗ умӗнче ташлаҫҫӗ, кӗнекесем сутаҫҫӗ. Художество пултарулӑх коллективӗсем концерт кӑтартаҫҫӗ». Ку йӗркесене 1967 ҫулхи мартӑн 9-мӗшӗнчи хаҫатри пӗлтерӳрен илнӗ.
Медицина пулӑшӑвӗ парасси те ҫулран-ҫул ӳссе пынӑ. «Халӗ, акӑ, районта ҫеҫ 14 врач, вӑтам пӗлӳ илнӗ медицинӑ работникӗсем 140 ӗҫлеҫҫӗ. Кашни ялтах фельдшерпа акушер пункчӗсем пур. Вӗсен шучӗ халӗ 30. Колхозсенчи ача ҫуратмалли ҫуртсем 5. Ҫынсен сывлӑхне сыхлассишӗн тӑрӑшни больницӑсенчи койкӑсен шучӗ ӳснинчен те курӑнать. 1962 ҫулта 140 койка пулнӑ пулсан, районти 3 больницӑра халӗ — 250 койка» (1966 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗ). «Заря» колхозри Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче участокри больница уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Больницӑна 35 койка вырнаҫмалӑх тӑваҫҫӗ» (1967 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗ). «Сывлӑх учрежденийӗсенче пурлӑх бази те чылай ҫирӗпленнӗ. Иртнӗ ҫул район больницинче ачасене сыватмалли уйрӑм уҫнӑ. Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнче ҫӗнӗрен амбулаторипе аптека ҫурчӗсене тунӑ, «Дружба» колхозра Хирти Выҫли ялӗнчи ача ҫуратмалли ҫурта тӗпрен юсанӑ, Комсомольскинче шӑлсем тата протез лартмалли кабинет уҫӑлнӑ, физико-терапевт кабинетне аслӑлатнӑ. Электрокардиографи кабинетне уҫнӑ, район больницинче сӗтрен апат-ҫимӗҫ тумалли кухньӑна ӗҫе янӑ. Халӗ Комсомольскинче ҫӗнӗ амбулатори ҫуртне тума тытӑнмалла» (1967 ҫулхи июнӗн 17-мӗшӗ). «Кӑҫалхи октябрь пуҫламӑшӗнче «Заря» колхоз ӗҫченӗсем ҫӗнӗ парне туянчӗҫ: Ҫӗнӗ Мӑратра ҫӗнӗ больница уҫӑлчӗ. Ӑна 35 койка вырнаҫмалӑх тунӑ», хӑпартланса пӗлтереҫҫӗ З.Уткинапа В.Уральская (1969 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗ).
«Пирӗн район талккишӗпех садсем ешерекен район пултӑр!» чӗнӳпе кашни ялтах урамсенче, шкулсем, культура учрежденийӗсем ҫумӗнче, ҫырмасем хӗррипе нумай йывӑҫ-тӗм лартнӑ. «Сад уйӑхлӑхне хутшӑнса шкул пахчине 50 тӗп чие, 100 тӗп крыжовник, 15 тӗп слива лартрӑмӑр», — пӗлтерет Ҫӗнӗ Кипеҫри 11 ҫул вӗренмелли шкул директорӗ И.Евгеньев (1961 ҫулхи октябрӗн 6-мӗшӗ). «Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем иртнӗ эрнере сад уйӑхлӑхне хутшӑнса 500 тӗп тӗрлӗрен йывӑҫ лартса хӑварчӗҫ. Йывӑҫсене выльӑх-чӗрлӗхрен хӳтӗлесе пӗчӗк картасем те тытрӗҫ» (1965 ҫулхи майӑн 14-мӗшӗ).
Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 15, 20, 25 ҫул ҫитнине анлӑн уявланӑ. Ҫав ҫулсенче ялсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса палӑксем, обелисксем уҫма пуҫланӑ. Асӑну сачӗсем чӗртнӗ. «Хирти Мӑнтӑрпа Турхан тата Йӑлмахва ялӗсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑнса палӑк лартма йышӑнчӗҫ. Халӗ палӑксене туса лартнӑ. Вӗсем тавра чечексем ешереҫҫӗ» (1961 ҫулхи майӑн 10-мӗшӗ). «Ял-йышсем манмаҫҫӗ хӑйсен тӑванӗсене. Палӑк йӗри-тавра панулми йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Пурӗ кунта 345 панулми йывӑҫҫи. 345 ҫын таврӑнман иртнӗ вӑрҫӑран Шурут, Тутар Шурут, Юнтапа, Шурут-Нурӑс, Йӳҫ Шӑхаль ялӗсенчен» тесе ҫырнӑ «Никама та манман» статьяра В.Федотов. Малалла вӑл сад чӗртес ӗҫ 1967 ҫулта пуҫланни, 1969 ҫулта ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫни пирки каласа парать (1969 ҫулхи августӑн 26-мӗшӗ).
1960 ҫулсенче районта массӑллӑ спорта аталантарас енӗпе те чылай ӗҫленӗ, шкулсенче, колхозсенче тӑтӑшах спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеме тӑрӑшнӑ. Паянхи пек лайӑх стадионсемпе спортзалсем пулмасан та пирӗн район спортсменӗсем футбол, волейбол, лапта енӗпе, ҫӑмӑл атлетика, йӗлтӗр спорчӗпе республикӑра малтисен ретӗнче пулнӑ. 1965 ҫулта районти хӗрачасен волейбол команди «Урожай» спорт обществи ирттерекен ӑмӑртусенче республика чемпионӗ пулса тӑнӑ. Комсомольскинче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен, бокс секцийӗсем ӗҫленӗ. «Комсомольскинчи 11 ҫул вӗренмелли шкулта ӑста боксерсен шучӗ ӳссех пырать. Шкулта вӗрентекен 2-мӗш разрядри боксерӑн Петр Матросовӑн халӗ хӑйӗн ученикӗсем сахал мар» (1961 ҫулхи майӑн 10-мӗшӗ). Ҫав ҫулсенчех пирӗн ентеш спортсменсем В.Воронков, В.Чернова, З.Ефремова, Н.Зобов, В.Краснов СССР шайӗнчи ӑмӑртусенче те палӑрнӑ. П.Гладков шашкӑлла выляса спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ. Ю.Самарин ишсе, П.Матросов ирӗклӗ тата классикӑлла майпа кӗрешсе, В.Пундяков штанга ҫӗклесе республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнӑ.
«Октябрь ялавӗ» хаҫат районти, ҫӗршыври спорт пурнӑҫне ҫутатса тӑнипе пӗрлех малалла та хаҫат парнисемшӗн эстафетӑлла ӑмӑртусем ирттерсех тӑнӑ. Унта Комсомольски, Аслӑ Чурачӑк, Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулӗсен командисем ытларах чухне тӗп парне хуҫисем пулса тӑни палӑрать.
Юрий Гаврилов.

