Александра Ефремова – 100 ҫулта

Александра Ефремова – 100 ҫулта

Тӑвансене, туссене ҫуралнӑ кунпа саламланӑ май 100 ҫула ҫити пурӑнма сунатпӑр. Анчах та ҫак ҫула ҫитме пурне те пӳрмен. Чи ҫирӗпписем, сывлӑхлисем ҫеҫ пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнине уявлаяҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Александра Ефремова. Вӑл мартӑн 5-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. 

Александра Кирилловна 1926 ҫулта Елчӗк районӗнчи Анатри Тимеш ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак вӑхӑтра ҫуралнӑ ытти нумай ҫыннӑнни пекех унӑн та пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр хакне пӗлсе ӳснӗ, ачаллах йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи терт-нушине те туллин ас тивнӗ. 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Иваново облаҫне торф кӑларнӑ ҫӗре ӗҫлеме кайнӑ, унтан Канаш хулинче лавҫӑра тӑрӑшнӑ. 1947 ҫулта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗпе Василий Ефремовпа ҫемье чӑмӑртанӑ, Нӗркеҫ ялне куҫса килнӗ. Нумай ҫул колхозра вӑй хунӑ, кил-ҫурт тытса пынӑ, ачисене ҫитӗнтернӗ.

Александра Кирилловнан пурнӑҫӗнче чылай йывӑрлӑха парӑнтарма, хура-шурне чӑтма тивнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ пурнӑҫран питӗ ир — 35 ҫулта чухне уйрӑлнӑ. Ун чухне ҫамрӑк хӗрарӑм ҫиччӗмӗш ачине кӗтнӗ. Мӑшӑрсӑр, тӗрексӗр тӑрса юлсан та нумай ача амӑшӗ пуҫне усман. Йышлӑ ҫемйине тӑрантарас тесе чи йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ, вӑрман касма та кайнӑ. Ырми-канми ӗҫлесе ҫирӗп ҫурт лартма вӑй ҫитернӗ, ачисене тивӗҫлӗ воспитани парса анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 

— Нумай ӗҫленӗ ӗнтӗ, канса курман. Турӑ сывлӑх панӑ пуль ҫак ҫула ҫитме, — тет кӑмӑллӑн кинемей иртнине аса илме ыйтсан. 

Паянхи кун Александра Кирилловна — телейлӗ анне, ытарайми асанне-кукамай, мӑн асанне-мӑн кукамай. 13 мӑнукӗпе вӗсен 11 ачи Ефремовсен йӑхне малалла тӑсаҫҫӗ.

А.Ефремова пек ҫынсем — пирӗн мухтав, чӗрӗ истори, ӗҫченлӗхпе хастарлӑхӑн тӗслӗхӗ. Кинемее чаплӑ юбилейпе саламласа ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр, малашне те ҫывӑх ҫынсен ӑшшипе тата тимлӗхӗпе киленсе нумай ҫул пурӑнмалла пултӑр. 

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *