«Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проекта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе 2025 ҫулта ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак вӑхӑт тӗлне республикӑри тӗрлӗ ведомствӑсен специалисчӗсенчен йӗркеленӗ «Пулӑшу десанчӗ» муниципалитетсене 25 хутчен тухса 843 ҫынпа тӗл пулнӑ, 1480 ыйтӑва татса пама пултарнӑ.
Мартӑн 3-мӗшӗнче тӗрлӗ ведомствӑсенче ӗҫлекенсем Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисемпе тӗл пулнӑ. Вӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫса пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Пурӗ 19 ҫынна 38 ыйту ҫине хурав, кирлӗ пулӑшу пама пултарнӑ.
Тӗлпулӑва килнисем юридиципе, психологипе, нотариатпа, медицинӑпа, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, ӗҫпе тивӗҫтерес тата ытти сферӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хурав тупма пулӑшнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисемпе округ пуҫлӑхӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, район прокурорӗ Александр Данилов тата округри ведомствӑсемпе учрежденисен яваплӑ ҫыннисем тӗл пулнӑ.
Проект тӗллевӗ — пиртен аякра Тӑван ҫӗршыва сыхлакансен яла юлнӑ тӑванӗсем патшалӑх енчен яланах пулӑшӑва туйччӑр тесе тӑрӑшасси. Ку енӗпе «Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проект вӗсене тухса тӑнӑ ыйтусене хӑвӑрт татса пама пулӑшать.
(ХАМӐР ИНФ.).

