Воскресенье, 10 мая

Шыв-шур вӑхӑтӗнче тимлӗрех пулӑр

«Кӑҫал юр айне пулатпӑр пулӗ», «ҫуркунне шывра путатпӑр пулӗ» тесе халӑх хушшинче калаҫнине час-часах илтетпӗр. Чӑнах та, кӑҫалхи хӗл хӑйнеевӗрлӗхпе палӑрчӗ. Юр нумай ҫурӗ. Ҫул айккисене анчах мар, пӳртсемпе хуралтӑсен тӑррисене те нумай лартса хучӗ. Ҫуртсемпе производство объекчӗсен ҫивиттийӗсенчен юра тасатас енӗпе округра чылай ӗҫ турӗҫ.

Ҫуркуннехи уйӑхра пыратпӑр. Ҫанталӑка пӗлсе пӗтерме ҫук, хӑвӑрт ӑшӑтса яма та пултарать. Ҫавӑнпа та уйрӑм ҫынсен те, предприятисемпе организацисен, учрежденисен те шыв-шура кӗтсе илме хатӗр пулмалла. Шыв капланма пултаракан вырӑнсене уҫса хумалла, шыв юхмалли пӑрӑхсен тӗлӗсене тасатмалла, гидросооруженисенчи лару-тӑрупа паллашмалла тата ытти хӑрушсӑрлӑх йӗркисене  шута илсе кирлӗ мерӑсем йышӑнмалла. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан А.Г.Кузьминпа ҫак кунсенче округри хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан вырӑнсене ҫитсе куртӑмӑр. Вӗсене малашне те сӑнасах тӑрӑпӑр.

Халӑха та шыв-шур вӑхӑтӗнче тимлӗрех пулма ыйтатпӑр. Ҫырмасем урлӑ каҫнӑ чухне, пӗвесемпе юханшывсем ҫине кӗриччен унти пӑр ҫирӗплӗхне шута илме сӗнетпӗр. Кун пирки ачасене те асӑрхаттарма ыйтатпӑр.

Ҫурхи шыв-шур хӑрушлӑх кӑларса ан тӑраттӑр.

Ремис Шарафутдинов,

округри ятарлӑ программӑсен,

гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *