Уҫиччен тӗпчесе пӗлӗр

Телефон урлӑ ҫынсене улталани ҫинчен пӗлтерсех тӑратпӑр, час-часах халӑхпа тӗл пулса та, хаҫат урлӑ та асӑрхаттаратпӑр, анчах та ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланакансем халӗ те йышлӑ-ха. Ултавҫӑсем те шӑнман пӑр ҫине лартса ярас тесе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ меслетсем шутласа тупаҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра ҫакӑн пек меслет анлӑн сарӑлчӗ. Вӑл е ку мессенджерта паллакан ҫыннӑн номерӗнчен «Салам. Ас тӑватӑн-и ӑна; Вӑл паян машинӑпа ҫапӑнса вилчӗ…» текен ҫыру килет. Ҫын кам ҫинчен сӑмах пынине пӗлес тесе ҫырури ссылка тӑрӑх куҫать, вара ултавҫӑсен аллине лекет. Тепӗр чухне пач палламан номертен «Такам пӗчӗк хӗрачана ҫапса хӑварса авари вырӑнӗнчен пӑрахса тарнӑ. Ҫак самант видео ҫине лекнӗ. Пӑхса илӗр-ха, палламастӑр-и?» текен ҫыру килет. Айӑплӑ ҫынна тупма пулӑшас тесе ссылка тӑрӑх куҫни каллех ултавҫӑсене сирӗн телефона ҫӗмӗрсе кӗме, ун ҫине сиенлӗ программа вырнаҫтарма, сирӗн ятпа банк хушӑмӗнче е Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн страницинче тӗрлӗ ӗҫ тума май парать. Ҫавӑн пекех «Манӑн аппан хӗрӗ конкурса хутшӑнать. Уншӑн сасӑла-ха, тархасшӑн» текен ҫыру килсен те ссылка тӑрӑх куҫма васкамалла мар. Кун пек чухне чи малтанах СМС яракан ҫынна шӑнкӑравласа вӑл чӑнах та сасӑлама ыйтнине тӗпчесе пӗлӗр.

Ҫавӑн пекех, паллах, банк учрежденийӗн, право сыхлавӗн органӗн, социаллӑ ӗҫченсен ячӗпе килекен шӑнкӑравсенчен те асӑрханӑр. Ултавҫӑсем чылай чухне ҫынсемпе ҫак мелпе ҫыхӑнаҫҫӗ, е хӑратса, е парольсене ыйтса пӗлсе укҫасӑр тӑратса хӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та палламан номерсенчен килекен шӑнкӑравсене пачах та тытманни — чи лайӑххи. Ҫӳлерех асӑннӑ пек ҫырусем килсен те ссылка тӑрӑх ан куҫӑр. Асра тытӑр, тӗплӗн шутламасӑр телефон ҫинче пӗр кнопка пусни пысӑк йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать. Яланах тимлӗ те асӑрхануллӑ пулӑр. 

  Сергей ЛАСТОЧКИН.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *