Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем6 «Ырӑ туни ырӑпа таврӑнать», — тенине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра ентеш-салтаксене пулӑшас тесе вӗсем ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ% маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, плащсем ҫӗлеҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, типӗтнӗ яшка хатӗрлеҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пӗччен тумалли ӗҫ мар, йышпа пӗрле пуҫтарӑнса тӑрӑшни пысӑк ӗҫ тума май парать. Кашни ялтах хӗрӳ ӗҫ пырать, пурте пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. «Пӗрлӗхре — вӑй» тесе ахальтен каламан ҫав.
Комсомольскинче пурӑнакансем те ентешсене пулӑшас тесе куллен тӑрӑшаҫҫӗ. Канмалли куна та, уява та пӑхмаҫҫӗ маттур хӗрарӑмсем. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн вӗсене уйрӑмах палӑртса хӑварас килет. Ҫур ҫула яхӑн ӗнтӗ вӗсем салтаксем валли хӑвӑрт пиҫекен яшка хатӗрлес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ, ҫӑкӑр та типӗтсе хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем ҫак ӗҫе питӗ лайӑх йӗркелесе янӑ. Ыттисем тӗслӗх илсе, вӗренсе пыраҫҫӗ. Кам пахча ҫимӗҫ пӗҫерет, тепри типӗтет, унтан продукцирен пӗрле пуҫтарӑнса хӑвӑрт пиҫекен яшка пуҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ салтаксемшӗн ҫав тери меллӗ, пахча ҫимӗҫе вӗри шыв ямалла та яшка хатӗр. Вӑл чӑннипех те тутлӑ, сӗтеклӗ пулнине ентешсем пӗрре кӑна мар ҫирӗплетрӗҫ.
— Вӗсем яшкана юратса ҫини пире татах та тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарать те, — теҫҫӗ Каҫал тӑрӑхӗн маттур ҫыннисем.
Салтаксем валли типӗтсе яшка хатӗрлес шухӑша чи малтан Комсомольскинче тӗпленнӗ Ефремовсем: Ольгӑпа Евгений пурнӑҫа кӗртнӗ. Пуҫласа вӗсем хӑйсем ҫеҫ ҫак ӗҫе тытӑннӑ пулсассӑн, паян типӗтнӗ яшка хатӗрлес ӗҫре вун-вун ҫын тӑрӑшать. Чи малтанах Ефремовсене ҫывӑх ҫыннисем — тӑванӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса пулӑшма тытӑннӑ: Жирновсем, Долговсем, Козловсем, Бакинсем, Рыжовсем, Львовсем, Ивановсем, Ефремовсем, Волковсем, Пермяковсем. Халӗ Комсомольскинче пурӑнакан ытти ҫынсем те — Елена Атласкина, Люция Антонова, ырӑ ӗҫе пӗрле хутшӑнаҫҫӗ. Пахча ҫимӗҫ типӗтме пуҫланӑранпа нумай вӑхӑт иртмен пулин те, вӗсем типӗтнӗ яшка чылай хатӗрлеме пултарнӑ. Кашнинчех йышпа пуҫтарӑнса 1000 яхӑн яшка хатӗрлеҫҫӗ. Салтаксене валли борщ, купӑста, пӑрҫа, хура тул яшки ҫителӗклӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫӑкӑр тураса та типӗтеҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ҫӑвне шӑратаҫҫӗ.
«Каҫал тӑрӑхӗнче ырӑ кӑмӑллӑ, маттур ҫынсем пурӑнни те ӗҫе чылай ҫӑмӑллатать. Нумайӑшӗ килте пахча ҫимӗҫ типӗтеймеҫҫӗ пулсассӑн та пахча ҫимӗҫ, какай пӗҫерсе параҫҫӗ, тӗрлӗ техӗмлӗхсем, кӗрпесем туянаҫҫӗ. Пысӑк тав пурне те. Пурте пӗрле, йышпа тӑрӑшса ӗҫленӗрен пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама май килет. Салтаксем инҫетре тутлӑ яшка пӗҫерсе ҫини вӗсене тӑван кил ӑшшине туйма паратех», — терӗ Ольга Ефремова.
Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем мӗн тери маттур та ӗҫчен, харсӑр пулни савӑнтарать. Маттур хӗрарӑмсенче яланах вӑй-хал тапса тӑтӑр. Ывӑнмасӑр ӗҫлесе ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене май килнӗ таран пулӑшасчӗ. Ыттисем те ырӑ ӗҫе пӗрле пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
Алевтина АНТОНОВА.

