Роза Шевлепи
Калав
(Вĕҫĕ).
Кӳршĕ-аршă курăнмарĕ. Ку лайăх. Кашни тĕл пулаканах мĕн пулса иртнине каласа парас, чуна уссăр пăлхатас килмĕ.
Çанталăк шăрăх. Пачах та çил çук. Сывлăш хумханăвĕ те сисĕнмест. Çут çанталăк хĕре лăпкăлăх парнелесшĕн-ши?.. Е хĕр кăмăлне пăлхантарасран хăрать-ши?
Умра икĕ типĕ вар: пĕри ăшăх, тепри самаях тарăн. Ахальтен мар ăна тарăн вар теççĕ. Чăнкă çыранлă тата. Ту çине хăпарнă пекех тăрмашмалла.
* * *
Тарăн вар хĕррине çитрĕ кăна Анфиса, хăй хыççăн такам пынине туйрĕ. Тавралăхри тĕлĕнмелле шăплăхра аякри ура сасси те илтĕнет. Çук, ку çын ури сасси мар. Хĕр чăматанне лартрĕ, теприн патне каялла таврăнма çаврăнчĕ те, сукмакпа хăйсен йытти чупса килнине асăрхарĕ. Васкать йытă. Шăрăхпа аптранăскер нимĕнле хӳтлĕх çуккипе тертленет.
Хĕр самантлăха савăннă пек пулчĕ, анчах чĕлхесĕр тусĕ хăйне çапла ăсатма васкаса тухни унăн кăмăлне хумхатрĕ. Вăл чарăнчĕ, йытă хăй патне çитессе кĕтрĕ. Лешĕ хăйне кĕтнине курса ача пек хавасланчĕ, хӳрине пăлтăртаттара-пăлтăртаттара хĕр патне çывхарчĕ.
— Эсĕ мана ăсатас терĕн-и? Маттуркаçăм…
Анфиса унпа пĕчĕк ачапа калаçнă пек шăкăлтатрĕ.
—Эсĕ мана ăсатас терĕн-и? Маттуркаçăм…
Хĕр чĕркуçленчĕ, йытта ачашларĕ, хăй çумне пăчăртарĕ. Унтан тăчĕ те йытта куçран пăхса: «Халĕ санăн киле каймалла. Анне патне», — терĕ. Йытă ыйтуллăн хĕр çине пăхрĕ. Анфиса тепĕр хут: «Киле. Анне патне. Ăнланатăн-и?» — терĕ.
«Анне» сăмаха йытă питĕ лайăх ăнланать. Ачасем те анне теççĕ-çке. Вăл кам иккенне пĕчĕкренех пĕлет йытă. Киле тенине те лайăх ăнланать, хĕр ăна киле, анне патне каймалла тесен вăл аслисем каланине итлес кăмăллă мар ача пек хусканса илчĕ, пĕр вырăнта пĕрре пĕр ури çине, тепре теприн çине пусса илчĕ.
Хĕр çакна асăрхарĕ те йытта каллех çупăрласа илчĕ, пуçĕнчен, çурăмĕнчен ачашларĕ. Ачашланă май каллех «кил», «анне патне» сăмахсене каларĕ. Йытă хĕре хирĕçлеме çуккине ăнланчĕ, тăп чарăнса тăчĕ, йынăшса илчĕ, каллех хĕре куçран пăхрĕ.
Анфиса чăматанне çĕклерĕ те малалла утрĕ. Йытă тек ун хыççăн пымарĕ. Анчах хăй çине пăхтарасшăн пулса вĕренçи турĕ. Хаяррăн мар, тем ыйтса тархасланăн, йăваш сасăпа.
Хĕр чăматанне, минтерпе утиял çыххине йăтса илчĕ те маларах кайса лартрĕ. Унтан каллех тепĕр чăматанĕ патне каялла таврăнчĕ. Анфиса каялла утнине курсан йытă каллех ачашшăн йынăшрĕ. Вăл ăна хăй патне пырать тесе ăнланчĕ. Анчах хĕре хирĕç утмарĕ-чупмарĕ вăл, пĕр вырăнтах тăчĕ, пăлхануллăн тинкерчĕ. Унтан ларчĕ. Каллех тăчĕ. Татах ларчĕ. Канăçсăрланчĕ.
Анфиса малалла утма хатĕрленчĕ. Йытта ку хумхантарчĕ.
Хĕр чарăнса тăчĕ, йытă енне çаврăнчĕ те аллипе ял еннелле сулса тепĕр хут: «Киле, анне патне», — терĕ. Тек хĕр çаврăнса пăхмарĕ. Утрĕ те утрĕ. Пичĕ тăрăх куççулĕ юхрĕ, хĕр тăван кĕтеспе сыв пуллашрĕ.
Çырма урлă каçсан чи çӳллĕ, пĕтĕм ял лайăх курăнакан вырăна çитсен Анфиса тепре чарăнса тăван ялĕ çине чылайччен пăхса тăчĕ. Ял еннелле сукмак тăрăх йытă чупса кайнине асăрхарĕ. Чупать-чупать те чарăнса тăрать, килти çын тухса кайнă енне тинкерет. Хĕр те чăматанĕсене куçара-куçара ывăнать те ял енне пăхса тăрать, чунĕпе тăван енĕпе сыв пуллашать.
* * *
Çул çинче Анфиса пĕрре амăшĕ çумĕнче пулайманшăн кулянчĕ, тепре текех туй-çуй ыйтăвĕсемпе чунне илеймĕç тесе хавасланчĕ. Амăшĕ çумĕнче пулас килетчĕ хĕрĕн. Ача чухнехи пек тунсăхласа çитнĕччĕ вăл, тем пекех ун патне васканăччĕ. Амăшĕ те çав тери хĕрĕшĕн тунсăхланăччĕ.
Ас тăвать-ха вăл, пĕррехинче, киле йăпăртлăха таврăнсан ирех вăранчĕ. Такам хăй çине пăхнине туйрĕ. Амăшĕ иккен. Çывăракан хĕрĕ çумне ларнă та ун çине куç илмесĕр пăхса ларать. Шухăшлă хăй. Мĕнле шухăшсем хĕвĕшнĕ-ши çав самантра амăшĕн чунĕнче?..
* * *
Анфиса Андреевна килте пĕчченех юлнă самантпа усă курса аса илӳ хумĕсене ирĕк пачĕ, вăл вăйлă юхан шыв евĕрех. Ăна хăвăрт пĕвелесе лартаймастăн. Юхать те юхать. Иртнине тавăрать. Тахçан манăçнă самантсене те тĕпсĕр шухăшсен авăрĕнчен туртса кăларать.
Тата таçта та илсе çитерчĕç аса илӳ хумĕсем. Пурне те аса илчĕ Анфиса Андреевна: килтен тухса кайсан ĕç вырăнне кайиччен институт общежитийĕнче пурăннине, Леша салтакран таврăннине, каярах ашшĕпе Леша питĕ килĕштерсе пурăннине, ашшĕ унпа пур çын умĕнче те мухтаннине, мăнукĕсем кукашшĕпе кукамăшне епле юратса ӳснине, ватăсем мăнукĕсене пăхса ӳстерме пулăшнине… Телефон хыттăн шăнкăртатрĕ. Анфиса Андреевна ун патне васкарĕ. Мăнукĕ иккен, Андрей:
— Асанне, эпĕ паян санпа татах пăшăл пăтти пĕçересшĕн. Вăхăту пулать-и?
— Пулать, пулать, пулмасăр. Кăнтăрлахи апата çитейсен пăтă кăна мар, тутлă яшка та çийĕпĕр, — шӳтлĕн хуравларĕ асламăшĕ. — Кил, мăнукăм. Кĕтетĕп.

