Воскресенье, 10 мая

Ташӑҫӑсем яланах малти вырӑнсенче

Ташӑҫӑсем яланах малти вырӑнсенче

Ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗ Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Островок» ташӑ ансамблӗшӗн пултарулӑхпа ӑсталӑхӑн чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑнӑ. Хӗрачасем пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче 2-мӗш хут иртекен «Весенние ритмы» конкурс-фестивале хутшӑннӑ.

Пултаруллӑ ушкӑн китай, авар, чӑваш, тутар халӑх тата ытти ташӑсем ташласа фестивалӗн I степеньлӗ  лауреачӗ пулса тӑнӑ, «Ах, гармошка, заиграй-ка» ташӑпа 2-мӗш вырӑна тухнӑ.

Ҫавӑн пекех пирӗн округри хастарсем нумаях пулмасть Шупашкар хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри VII ҫарпа патриот юррин, ташшин тата сӑнарлӑ сӑмахӑн «Живи, Россия!» конкурсӗнче те палӑрнӑ. «Островок» ташӑ ушкӑнӗ 3 степеньлӗ лауреат ята тивӗҫнӗ. «Веселые нотки» вокал ансамблӗ 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫавӑн пекех ҫак конкурсра Татьяна Иванова хореограф патӗнче бал ташшин ӑсталӑхне вӗренекен кадетсем те пултарулӑхӗпе палӑрнӑ. Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулӑн 9-мӗш «к» класӗн бал ансамблӗ Шупашкартан 1-мӗш степеньлӗ лауреат пулса таврӑннӑ.

«Островок» ташӑ ушкӑнӗ округра иртекен пур мероприятисене те хастар хутшӑннине палӑртмалла. Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен  кунӗ ячӗпе иртнӗ уяв концертне те вӗсемех илемлӗ ташӑпа уҫнӑ. Концертра куракансене илемлӗ чылай номерсемпе савӑнтарнӑ.

(ХАМӐР ИНФ.). 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *