Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсенче ӗҫлесе пурӑннӑ пулсан та тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнӑва татман. Герман Николаевич Ксенофонтов, таврапӗлӳҫӗ пулнӑ май, хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ ял историйӗпе интересленнӗ, унта пурӑннӑ ҫынсем пирки материалсем пуҫтарнӑ. Кӑҫалхи мартӑн 1-мӗшӗнче вӑл пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.
Герман Николаевич пирӗн районти Тӗвенеш ялӗнче 1936 ҫулта кун ҫутине килнӗ. Ялти пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн малалла пӗлӳ илме Хирти Сӗнтӗрти 7 ҫул вӗренмелли шкула ҫӳренӗ. Лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыраканскерӗн малалла та вӗренес туртӑм пысӑк пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Патӑрьел вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ.
1954 ҫулта Г.Ксенофонтов ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫма Ҫӗпӗре тухса кайнӑ. Унта та малалла вӗренес ӗмӗтне пӑрахман. Омск хулинчи физкультура патшалӑх институтне вӗренме кӗнӗ. Кунта вара вӑл спортпа тачӑрах ҫывӑхланать. Спринтра тата вӑтам дистанцисене чупса чӑваш каччи институтра лайӑх кӑтартусемпе палӑрать. 1500 метра чупса Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ регионӗсенче чемпион ята тивӗҫет. Ҫав вӑхӑтрах бокспа 1-мӗш разряд нормативне пурнӑҫлать. Ку тӑрӑхра пулса иртнӗ ӑмӑртусем пирки «Омская правда» хаҫатра репортажсемпе статьясем пичетлеме те вӑхӑт тупать.
1958 ҫулта аслӑ шкула ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш республикине таврӑнать. Вунӑ ҫула яхӑн Герман Николаевич Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче физкультура воспитанийӗн аслӑ преподавателӗ пулса ӗҫлет. Вӑл бокс енӗпе пулас Олимп чемпионӗн Валериан Соколовӑн пӗрремӗш тренерӗ пулнӑ. Аслӑ Чурачӑк хӗрне, йӗлтӗрпе чупас енӗпе РСФСР тата СССР чемпионкине, Швейцарире иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери студентсен Олимпиадин ҫӗнтерӳҫине Вера Черновӑна пысӑк спорта пуҫласа илсе кӗрекенни те вӑлах пулнине палӑртмалла.
Техникумра ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑй те тӑрӑшсах хӑнӑхтарусем тунӑ, республика шайӗнче ӑмӑртса чемпион пулнӑ. 1959—1968 ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрринчи техникум команди РСФСР шайӗнчи ӑмӑртусенче тӑтӑшах малти вырӑнсене йышӑннинче те унӑн тӳпи пысӑк.
Герман Николаевич Курск, Омск, Майкоп, Смоленск, Кострома, Челябинск, Алма-Ата, Шупашкар хулисенче ҫӑмӑл атлетикӑпа иртнӗ РСФСР тата СССР чемпионачӗсен йӗркелӳ ӗҫне те хастар хутшӑннӑ. 1961 ҫулта ӑна ҫӑмӑл атлетикӑпа республика категориллӗ судья ятне панӑ. Республикӑри, хулари спортпа ҫыхӑннӑ обществӑлла ӗҫсенчен те айккинче юлман.
1969 ҫулта Хусанти В.И.Ленин ячӗллӗ университетӑн юридици уйрӑмне куҫӑмсӑр майпа вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах ӑна Куславкка районӗн халӑх судйи пулма ҫирӗплетнӗ. Унта вӑл 1987 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Хӑйне пур енӗпе те лайӑх енчен кӑтартнӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйне шаннӑ ӗҫе лайӑх пӗлекен ҫын пулнӑ. Шупашкар районӗн халӑх судйи пулса 1989 ҫулччен ӗҫленӗ.
Суд системинчен кайнӑ хыҫҫӑн Г.Ксенофонтов Куславкка вӑтам шкулӗнчи каҫхи шкулта истори предметне вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл районти «Ялав» хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Обществӑлла корреспондент пулса республикӑри пичет изданийӗсенче спорт, право, суд влаҫӗн тематикипе статьясем пичетленӗ.
Герман Николаевич республикӑри 100 ҫула ҫитнӗ тата унтан иртнӗ ҫынсем ҫинчен те биографилле материалсем пуҫтарнӑ. 2009 ҫулта «Долгожители Чувашии» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Куславккара пурӑннӑ май ку район историне тӗпчес енӗпе те пысӑк ӗҫ тунӑ. Архивсенчи документсене пуҫтарса «Церкви Козловского района», «Козловский район% люди, факты, цифры», «Знатные люди — выходцы из Козловского района», «Медицина и здравоохранение в Козловском районе» тата ытти кӗнекесем хатӗрлеме хутшӑннӑ.
Ҫӳлерех асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑрӑха та тӗпченӗ. «Люди Комсомольского района», «Новое Изамбаево и Твеняшево» кӗнекесем хатӗрленӗ. Хӑйӗн йӑх-несӗлӗсен аталанӑвне 12 сыпӑк таран тупса палӑртма пултарнӑ. Ҫакна пысӑк ҫитӗнӳ, ҫитес ӑрушӑн пысӑк парне тесе палӑртмалла.
Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн членӗ, чӑваш краевечӗсен союзӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Куславкка гербӗн авторӗсенчен пӗри ҫак хулара Н.И.Лобачевский ҫурт-музейне тӑвас енӗпе нумай тӑрӑшнӑ.
Герман Николаевич 4 хутчен ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫма тухса кайнине те палӑртса хӑвармалла. Вӑл «Ҫерем ҫӗрсем уҫнӑшӑн» медале те тивӗҫнӗ.
Герман Ксенофонтовӑн ӗҫне республикӑра пысӑка хурса хакланӑ. 1997 ҫулта Чӑваш Ен историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе ҫитӗнӳсем тунӑшӑн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. «Халӑх академикӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑл — Куславкка районӗн хисеплӗ гражданинӗ.
Унӑн пурнӑҫӗ 2017 ҫулта татӑлнӑ.
Умма лартнӑ тӗллеве яланах пурнӑҫлани, нумай пӗлме тӑрӑшни, яланах шыравра пулни ӑна пурнӑҫра ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ та. Унӑн ӗҫӗсем ӗмӗрӗпех халӑхра юлӗҫ.
Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи материалсем тӑрӑх
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

