Пӑрчӑкан пек йӑрӑ, пыл хурчӗ пек ӗҫчен

Пӑрчӑкан пек йӑрӑ, пыл хурчӗ пек ӗҫчен

Хӗрарӑмсене эпир этемлӗхӗн черчен ҫурри тетпӗр. Паянхи хӗрарӑмсем хӳхӗм те илӗртӳллӗ пулнисӗр пуҫне активлӑхпа, ӗҫченлӗхпе, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакан Дина Александрован пурнӑҫӗнче те, акӑ, тем валли те вырӑн пур. Вӑл — нумай ача амӑшӗ, ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан предприниматель, ялти хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ, яланах малалла аталанса пыма тӑрӑшакан, хӑйӗн тӗслӗхӗпе ыттисене те хавхалантаракан ҫын.  

Дина Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗренсе бухгалтер-экономист профессине алла илнӗ. Унтан, яланах ҫӗнни патне ӑнтӑлаканскер, ҫӗвӗҫе вӗреннӗ. Пурӑна-киле Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗн техникумӗнче те пӗлӗвне пуянлатнӑ. Шӑпах унта вӑл пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ та. Шӑпи ӑна пирӗн района, Хырай ,нел ялне илсе ҫитернӗ. Кунта вӗсем мӑшӑрӗпе тӗпленсе кил-ҫурт ҫавӑрнӑ, виҫӗ ачана кун ҫути парнеленӗ. Ывӑлӗ Станислав хальхи вӑхӑтра Мускаври автомобильпе ҫул-йӗр институчӗн Шупашкарти филиалӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ илет, вӗреннӗ вӑхӑтрах ӗҫлет те. Вӑталӑххи Ангелина Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 10-мӗш кадет класӗнче пӗлӳ илет. Вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пырать, тӗрлӗ конкурссенче, олимпиадӑсенче палӑрать. Кӗҫӗнни Мария та аслисенчен юлмасть. Уроксене яланах лайӑх хатӗрленнисӗр пуҫне вӑл чун киленӗҫӗ валли те вӑхӑт тупать — «Островок» хореографи ансамбльне ҫӳрет. Коллективпа пӗрле вӗсем ӑҫта кӑна ҫитмеҫҫӗ, мӗнле кӑна конкурс-фестивале хутшӑнса лауреат ятне тивӗҫмен-ши.

Дина Павловна 14 ҫул каялла хӑйӗн бизнесне йӗркеленӗ. Вӑл Хырай Ӗнел ялӗнче куллен кирлӗ таварсен магазинне уҫнӑ. Унта вӑл пӗтӗм ӗҫе хӑех пӗлсе йӗркелесе пырать. Вӑл пӗр вӑхӑтрах сутуҫӑ та, бухгалтер та, тавар пушатакан та… Магазинра нихӑҫан та пӗччен кичемленсе лармасть вӑл. Ял халӑхӗ кунта кӑмӑлпах ҫӳрет. Тӗрлӗ тавар, апат-ҫимӗҫ туяннисӗр пуҫне ҫынсем кунта «Озон» маркетплейс урлӑ заказ панӑ япалисене илме пыраҫҫӗ, «Каҫал ен» хаҫата та ҫакӑнтанах пырса илеҫҫӗ. Кунтах ҫынсем пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ, ял хыпарӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Ялӑн центрӗ тесех калас килет ҫак магазина. 

Дина Павловна пӗр вырӑнта ларса тӑма хӑнӑхманни тӳрех сисӗнет. Магазин ӗҫне йӗркелесе пынӑ вӑхӑтрах вӑл «Ингосстрах» компанин страхлав агенчӗ пулса та тӑрӑшать. Ҫавӑн пекех ӑна кӑҫал ялти хӗрарӑмсен канашӗн председательне те суйланӑ. Ҫакӑ пуринпе те ӑшшӑн калаҫакан, кашнинпе пӗр чӗлхе тупма пӗлекен, яланах пулӑшма хатӗр хӗрарӑма халӑх хисепленине, шаннине кӑтартать, паллах. «Ку ӗҫе тин кӳлӗнтӗм тесен те юрать, ҫапах тӳрех ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме пикентӗм. Халӗ, акӑ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ялти клубра уяв ирттерме хатӗрленетпӗр. Манӑн хуняма Альбина Александрова шӑпах культорганизаторта тӑрӑшать. Пӗрле килӗштерсе ӗҫлесе ялти хастарсемпе чаплӑ уяв хатӗрлеме планлатпӑр», — пӗлтерет Д.Александрова.

Пӑрчӑкан пек йӑрӑ, пыл хурчӗ пек ӗҫчен хӗрарӑмӑн мӗнре-ши хавхалану ҫӑлкуҫӗ? «Тӑвансем, ҫывӑх ҫынсем яланах пулӑшса пыраҫҫӗ, ачасем те савӑнтараҫҫӗ. Вӗсем пурри мана вӑй-хал кӳрет, малалла талпӑнма хавхалантарать», — уҫать вӑрттӑнлӑхне мал ӗмӗтлӗскер.

Тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшаканскерӗн пушӑ вӑхӑчӗ ҫук та темелле. Паянхи кун хӗрарӑмӑн ӗҫре ӗлкӗрсе пынипе ҫеҫ мар, кил-ҫуртра та тирпей-илем кӗртсе тӑмалла-ҫке-ха, ачасене те куллен тимлӗх кирлӗ. Апла пулин те Дина Павловна чун киленӗҫӗ валли те вӑхӑт тупать. Ҫуллахи вӑхӑтра вӑл картишне, кил-ҫурт таврашне тӗрлӗрен чечексемпе илемлетме кӑмӑллать. Таврара илем пулни унӑн кӑмӑлне хӑпартлантарать, хавхалану кӳрет.

«Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарса пынӑ май манӑн пӗтӗм хӗрсене, хӗрарӑмсене яланах хамӑра юратмалли, упрамалли, уйрӑмах сывлӑх ҫинчен манмалла марри ҫинчен аса илтерес килет. Телейлӗ пулӑр, сире юратакан ҫынсем яланах юнашар пулччӑр, ӑшӑлӑхпа ҫепӗҫлӗх парнелеччӗр», — пӗтӗмлетрӗ калаҫӑва вӗҫлесе Дина Александрова.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *