Призерсен шутне кӗнӗ

Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗнче тӑван тӑрӑх культури енӗпе шкул ачисем хушшинче олимпиада иртнӗ.

Унта пирӗн регионти шкулсенче  8 тата 9-мӗш классенче вӗренекен 52 ача хутшӑннӑ. Вӗсен ҫыру ӗҫӗнче Чӑваш Ен историйӗпе, культурипе ҫыхӑннӑ 10 ыйту ҫине хуравлама тивнӗ. Кунта вӗренекенӗн предмета лайӑх пӗлнипе пӗрлех анлӑ тавракурӑмпа та палӑрмалла пулнӑ.

Олимпиадӑна Асанкасси вӑтам шкулӗнче 8-мӗш класра пӗлӳ илекен Ярослава Волкова (вӗрентекенӗ Л.А.Касмакова) та хутшӑннӑ. Тӗрӗс те тӗплӗ хуравсем парса хӗрача призерсен шутне кӗнӗ.  Вӗсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *