(Малалли).
Аталану ҫулӗпе малалла
«Фермӑсенчи йывӑр ӗҫе механизацилетпӗр, торф, тислӗк, минераллӑ удобренисем хатӗрлетпӗр тата ытти нумай груз турттаратпӑр». Район центрӗнче ҫӗнӗ производствӑсем те уҫӑлнӑ. «Район центрӗнче ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫӑкӑр заводне ӗҫе ячӗҫ. Вӑл талӑкра 20 тонна ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларать, кунти нумай ӗҫсене механизациленӗ» (1967 ҫулхи июлӗн 18-мӗшӗ).
1960 ҫулсенче те ҫамрӑксем ҫӗршыври стройкӑсене тата ытти ӗҫсене тума комсомол путевкипе нумайӑн туха-туха кайнӑ. «1960 ҫулта парти чӗннипе пирӗн районтан 200 ытла комсомолецсемпе ҫамрӑксем тырпул пухма кайса килчӗҫ, Казахстанри тырпул пухакан ӗҫченсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ… Мартӑн 24-мӗшӗнче пирӗн районти комсомолецсемпе ҫамрӑксем Кемерово облаҫне металлурги завочӗ тунӑ ҫӗре 30-ӑн тухса кайрӗҫ. Халӗ Печора чукун ҫулне тунӑ ҫӗре каймалла. Кунта шоферсене кӑна яраҫҫӗ». (1961 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗ).
Ял совечӗсенче мӑшӑрлантарасси, тин ҫуралнӑ ачасене ят хурасси те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пулса пынӑ. Хаҫат 1961 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шурут ял Советне кӗрекен ялсенче 25 ҫемье регистрацилени, ку тӑрӑхри пилӗк ялта 129 ача ҫурални ҫинчен хыпарлать. Хальхи вӑхӑтра округӗпе илсен те ҫулталӑкра ун чухлӗ пепке кун ҫутине килмест пуль. Ача ҫураласлӑх вӑл вӑхӑтра кунта анчах мар, ытти ялсенче те пысӑк пулнӑ. Шкулсенчи классенче пӗринче анчах 25—30 е ытларах та ача вӗреннӗ. «Акӑ пӗчӗк ачисене йӑтса пӗрин хыҫҫӑн тепри мӑшӑрсем кавир ҫул тӑрӑх сцена ҫине улӑхаҫҫӗ. Паян клубра ачасене ҫӗнӗлле регистрацилеҫҫӗ», — пӗлтерет С.Шалин. (1966 ҫулхи майӑн 17-мӗшӗ).
Районта вӗрентӳ ӗҫӗ те пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталанса пынӑ. 1961 ҫулта районта 4 вӑтам, 7 сакӑр ҫул вӗренмелли, 12 пуҫламӑш шкулсем пулнӑ. 1966 ҫулта вӑтам шкулсен шучӗ 7-е, сакӑр ҫул вӗренмелли шкулсем 18-а ҫитнӗ, 3 пуҫламӑш шкул юлнӑ. 1962 ҫулта пурӗ 6817 ача вӗреннӗ пулсан, 1966 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче 8246 ача партӑсем хушшине ларнӑ. Шкулсенче тӗрлӗ кружоксем ӗҫленӗ. «Аслӑ Чурачӑкри вунпӗр ҫул вӗренмелли шкулта автомоделизм кружокӗ ӗҫлет. Кружок членӗсем автомобиль моделӗсем тӑваҫҫӗ. Миша Шорников броневик, Алеша Макаров «Волга» автомобиль моделӗсене туса пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ» (1961 ҫулхи мартӑн 10-мӗшӗ). «Ҫӗнӗ Мӑрат 8 ҫул вӗренмелли шкулта фотокружок ӗҫлет. Унта 8-мӗш класра вӗренекенсем 11 ача ҫӳреҫҫӗ» (1966 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗ).
Шкулсенчен ачасем хут-хӑмӑр, тимӗр-тӑмӑр пухас ӗҫе хастар хутшӑнни пирки заметкӑсем час-часах пичетленӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗренекенсем воскресника хутшӑнса колхоза 1360 килограмм кӗл пухса пани (1966 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗ), Кӗҫӗн Каҫалти комсомолецсемпе ҫамрӑксем 2200 килограмм кӗл, 60 килограмм макулатура, 1576 килограмм тимӗр-тӑмӑр пухни (1966 ҫулхи мартӑн 31-мӗшӗ) ҫинчен ҫырни куҫ тӗлне пулчӗ. «Хурнайӗнчи кӑмпа пӗҫерекен пункт ҫынсенчен 4 тонна ытла кӑмпа пуҫтарчӗ те ӗнтӗ. Вӗсенчен 2000 килограмне шкул ачисем пуҫтарса пачӗҫ» (1966 ҫулхи октябрӗн 11-мӗшӗ). Вӗренекенсем ҫавӑн пекех пилеш, йӗкел, эмел курӑкӗсем пуҫтарас ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ.
Шкул ачисем вӗрентекенсем ертсе пынипе ҫуллахи вӑхӑтра ҫуран та, велосипедсемпе те походсене тухса ҫӳренӗ. «Аслӑ Чурачӑкри 9-мӗш класра вӗренекенсем — пурӗ 28 ҫын — иртнӗ эрнере велопоходра пулчӗҫ. Икӗ кун хушшинче вӗсем Чӗчкен, Анат Тимӗрчкасси, Шурут-Нурӑс, Первомайски, Патӑрьел, Хирти Явӑш ялӗсене ҫитрӗҫ» (1967 ҫулхи майӑн 30-мӗшӗ).
Ачасене ҫарпа патриотизмла воспитани парасси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. 1969 ҫулхи майӑн 24-мӗшӗнче районти шкул ачисен «Зарница-3» ҫарпа спорт вӑййи пуҫласа иртнӗ. Унта 7 шкул команди вӑй виҫнӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑкармеецсем ҫӗнтернӗ. Ялсенче культура объекчӗсем ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. 1962 ҫулта районта 24 клуб, 19 библиотека пулнӑ. 1966 ҫул тӗлне район ҫыннисем 28 клуба, 22 библиотекӑна ҫӳренӗ. Ҫӳренӗ ҫеҫ мар, унта чӑннипех те хавасланма пӗлнӗ. Ялсенче ҫамрӑксем нумай пулнӑ. Вӗсем ташӑ каҫӗсенче савӑннипе пӗрлех концертсем хатӗрлеме, спектакльсем лартма хаваспах хутшӑннӑ. Кӳршӗ ялсене те ҫуран е лашапа хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма ҫӳренӗ. Ҫураки иртсен ял уявӗсем йӗркеленӗ.
Юрий Гаврилов.

