Пирӗн республикӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫеҫ мар, ялсенче юлнӑ ҫемйисене те тулли пулӑшу парас енӗпе тимлеҫҫӗ. Акӑ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Шупашкарти Раҫҫей тӗрӗллӗ карттин музейне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсене пуҫтарса чысланӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗсене уяв ячӗпе саламласа чечек ҫыххисемпе «Подвиг тружеников тыла» кӗнекесем панӑ, паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
Ҫак мероприятие пирӗн округри Г.С.Жукова та хутшӑннӑ. Унӑн ывӑлӗ ҫара мобилизаци йӗркипе кайса 4-мӗш ҫул ӗнтӗ Тӑван ҫӗршыва сыхлать. Амӑшӗ, Галина Степановна, хӑйӗн тӗпренчӗкӗн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнипе пӗрлех ҫӗршыв сыхлавҫисене мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Малтанхи вӑхӑтра тӗрлӗ япаласем пуҫтарса ҫапӑҫу вырӑнӗсене янӑ пулсан, пӗлтӗрхи ноябрь уйӑхӗнчен пуҫласа килте типӗтнӗ яшкасем хатӗрлеме пуҫланӑ. Яшка валли чӗртаварпа пулӑшакансем те пур. Галина Степановна Татьяна Никифоровӑна, Людмила Афанасьевӑна, Минсихат Хайрутдинова, Ирина Сорокинӑна, Клара Жуковӑна тӗрлӗ майпа пулӑшнӑшӑн тав тӑвать. Яшка хатӗрленӗ ҫӗртен унӑн мӑшӑрӗ те, Илья Борисович, айккинче тӑмасть.
Галина Степановна нумай ҫул ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса Раҫҫей, Чӑваш республикин, районӑн наградисене тивӗҫнӗ. «Ҫак кунсенче ҫеҫ ҫар ҫыннисене валли 4 курупка типӗтнӗ яшка пакечӗсем кайса леҫрӗм. Салтаксем апатланнӑ чухне тӑван кил апачӗн тутине, пӳрт-ҫурт ӑшшине туйччӑр. Вӗсем ырӑ-сывӑ таврӑнасса тӑванӗсем чӑтӑмсӑр кӗтнине пӗлччӗр», — тет Галина Степановна.
Юрий ГАВРИЛОВ.

