Воскресенье, 10 мая

Вӗренӳ ҫеҫ мар, спорт та, бал ташшисем те…

Вӗренӳ ҫеҫ мар, спорт та, бал ташшисем те…

Вӑл шкул, округ, республика, регионсем хушшинче шкулта пӗлӳ паракан тата хушма предметсемпе  олимпиадӑсенче, фестивальсенче, конкурссенче ҫӗнсе илнӗ наградӑсен вӑрӑм списокне пӑхатӑн та, ку хӗрача кӗнекесемпе справочниксен ӑшне пуҫӗпех «путнӑ» теме те  пулать. Тарӑн пӗлӳсӗр, тӗрлӗ литература вуласа  тавракурӑма анлӑлатмасӑр пысӑк ҫитӗнӳсем тума ҫук, паллах. Анчах та Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче  10-мӗш кадет класӗнче вӗренекен Дарья Арсентьева, шкулта пур предметсемпе те «питӗ лайӑх» паллӑсемпе вӗренсе пыраканскер, спорт ӑмӑртӑвӗсенче малта пулма та, шкулти бал ташшисен ансамбльне ҫӳресе ҫитӗнӳсем тума та, творчествине аталантарма та, шкулӑн, округӑн обществӑлла ӗҫӗсене хутшӑнма та,  «Патриоты» отрядӑн хастар членӗ пулма та ӗлкӗрет. «Пӗри теприне пулӑшса ҫеҫ пырать, вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма май парать», — тет пултаруллӑ хӗрача.

Чӑваш чӗлхипе литератури, хими, физика, акӑлчан чӗлхи… Вӑл хутшӑннӑ пур  мероприятисене асӑнса та пӗтереймӗн. Ҫиччӗмӗш класран пуҫласа Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренме пуҫланӑскер класра ҫеҫ мар, шкулта та ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Хӑйӗн уҫӑ кӑмӑлӗпе, пӗлӳлӗх тӗнчине ӑнтӑлнипе, тантӑшӗсене яланах пулӑшма хатӗр пулнипе ӑна хисеплеҫҫӗ.

Вӑл пултарайман ӗҫ ҫук та пулӗ.  Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ муниципалитетри конкурсра сӑвва илемлӗ вуласа, «Имя Чапаева в сердце моем» конкурсра тарӑн шухӑшлӑ сочинени ҫырса, А.А.Леонов уҫӑ космоса тухнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурсра ӳкерчӗк ӑста туса, «Математика и математики в годы Великой Отечественной войны» конкурсра кроссворд хатӗрлесе палӑрнӑ. Ҫакӑ унра тӗрлӗ енлӗ пултарулӑх тапса тӑнине ҫирӗплетет.

Дарья ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери «Русский медвежонок», «Инфознайка», «Кенгуру», «Британский бульдог», «Золотое руно» вӑйӑ-конкурссене хутшӑнать.

«Спортпа туслӑ пулни мана ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма хавхалантарать», — кӑмӑллӑн пӗлтерет Д.Арсентьева. Хӗрача  волейбол, баскетбол  командисен членӗ, ҫӑмӑл атлетикӑпа, йӗлтӗрпе чупса округри ӑмӑртусенче шкул чысне хӳтӗлет. Кунта та унӑн ӳсӗмӗсем курӑмлӑ. Иртнӗ ҫул ҫеҫ вӑл «Каҫал ен» хаҫатӑн  тата СССР чемпионкин Вера Чернован призӗсемшӗн иртнӗ ӑмӑртусенче  йӗлтӗрпе чупса, Ҫӗнтерӳ тата патриотлӑх ҫулталӑкне асӑнса ирттернӗ ӑмӑртура пневматикӑлла винтовкӑран тӗл персе, физкультурниксен кунне халалланӑ ӑмӑртура ҫуран чупса, муниципаллӑ округ тупӑшӑвӗнче кире пуканӗ йӑтса малти вырӑнсем ҫӗнсе илнӗ.

Пултаруллӑ хӗр виҫӗ  ҫул ӗнтӗ «Зарница 2.0» ҫарпа спорт вӑййине хутшӑнать. Хутшӑнать анчах мар, отряд  чысне тӗрлӗ конкурссенче  хӳтӗлет, лайӑх кӑтартусемпе палӑрать.

Бал ансамблӗпе пӗрле вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Российская школьная весна» проект фестивальте, районсем хушшинчи «Виват, кадет» бал ташшисен конкурсӗнче, районсем хушшинчи «Кадетский Георгиевский бал»  кадетсен бал ташшисен конкурсӗнче тӗрлӗ номинацисенче  малти вырӑнсем йышӑннӑ.

Дарья кадет класӗнче вӗреннӗ май хӑйне чӑн-чӑн кадет пек кӑтартса парать. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна «Кадетской славы 1-й степени» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа, «Готов к труду и обороне» физкультурӑпа спорт комплексӗн ылтӑн паллипе наградӑланӑ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче волонтерсен юхӑмӗ пур. Унӑн ӗҫӗнче  те хӗрача хастаррисенчен пӗри. Вӗсем шкулти, муниципалитетри, республикӑри конкурссене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Ватӑсене, ветерансене, инвалидсене тӗрлӗ ӗҫ тума пулӑшаҫҫӗ, палӑксене, шкул территорине пӑхса тирпейлесе тӑраҫҫӗ.

Д.Арсентьева округӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче те пултаруллӑ. 2024 тата 2025 ҫулсенче ӑна «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗ Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗн Тав ҫырӑвне те  тивӗҫнӗ.

Пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме хӑнӑхни, хӑй умне лартнӑ тӗллевсене яланах пурнӑҫлама тӑрӑшни маттур хӗре ҫитӗнӳсем патне ҫул уҫса параҫҫӗ те.  Тӑван ялӗнче те, шкулта та вӑл яланах тантӑшӗсемпе пӗрле. Халиччен тунӑ ҫитӗнӳсемпе мухтанма юратмасть вӑл, лӑпланса ларас шухӑшлӑ та мар. Малалла ӑнтӑлакан кӑмӑл-туйӑмлӑскер яланах шыравра. Ахальтен мар ӗнтӗ Дарья Арсентьева иккӗмӗш ҫул Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ.  Малашне те унӑн ӑнӑҫусем ҫеҫ пулччӑр, ҫитӗнӳсем юнашар тӑччӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *