2025 ҫулта Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ 86 студенткӑна ача кӗтекен тата ҫуратнӑ хӗрарӑмсене паракан пособипе тивӗҫтернӗ. Ҫак пособие куҫӑн майпа професси пӗлӗвӗн вӗренӳ учрежденийӗнче, аслӑ пӗлӳ е хушма професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗнче е ӑслӑлӑх организацийӗнче тӳлевлӗ е тӳлевсӗр вӗренекенсем тивӗҫеҫҫӗ.
Чӑваш Енри СФР уйрӑмӗ республика территорийӗнче вырнаҫнӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансене ку пособие тӳлет. Ҫав вӑхӑтрах студентка Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ, ют ҫӗршыв гражданинӗ, гражданствӑсӑр ҫын е Раҫҫей территорийӗнче пурӑнакан беженец пулма пултарать.
Ача кӗтекен студенткӑсене декрет отпускӗ вӑхӑтне ӗҫлекен ҫынсен регионти пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫин 100 проценчӗпе шутласа пособи параҫҫӗ. Ҫак виҫе кӑҫалтан 17960 тенкӗпе танлашать. Пӗтӗмпе мӗн чухлӗ укҫа илесси декрет отпускӗ мӗн вӑхӑта тӑсӑлнинчен килет: 140 куншӑн (стандартлӑ срок) — 83812 тенкӗ, 156 куншӑн (йывӑррӑн ҫуратсан) — 93391 тенкӗ, 194 куншӑн (йӗкӗреш ҫуратсан) — 116140 тенкӗ.
Студенткӑсем заявление электрон мелпе Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ тата нумай функциллӗ центра е СФРӑн клиент службине пырса ҫырма пултараҫҫӗ. Заявлени ҫумне ҫак документсем кирлӗ: вӑхӑтлӑха ӗҫлейменнине ҫирӗплетекен документ (медицина организацийӗнчен паракан справка), куҫӑн майпа вӗреннине ҫирӗплетекен документ. Ҫавӑн пекех вӗренӳ организацийӗнчен ҫак пособие илменнине ӗнентерекен справка та кирлӗ пулӗ.
Пӗлтӗрхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен ача кӗтекен тата ҫуратнӑ студенткӑсене ятарлӑ пособипе тивӗҫтересси вӗренӳ организацийӗн ӗҫӗ пулнӑ. Тӳлевсен шайӗ стипенди пысӑкӑшӗпе пӗр килнӗ. 2025 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен вузра е ссузра ҫак пособие илсе тӑма документсем тӑратнӑ студенткӑсем СФР уйрӑмӗнчен пособи илеймеҫҫӗ.
Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ.

