Нумаях пулмасть Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачалӑх навигаторӗсем» проектпа килӗшӳллӗн «Вӗренӳ вырсарникунӗ» иртнӗ. Унта округри шкулсенче пӗлӳ илекен хастар ачасем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие шкул директорӗ Г.З.Гисматуллина уҫнӑ. Вырӑнти волонтерсен «Хырай Ӗнел — Пӗрле» ушкӑнӗ йӗркелесе ирттерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ.
Ачасем 5 вӗренӳ лапамӗнче хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, пултарулӑхне кӑтартса панӑ. «Орлята России» лапамра активлӑ та патриотла кӑмӑл-туйӑмлӑ ачасем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем программӑпа ҫывӑхрах паллашса командӑра ӗҫлеме, чӑн-чӑн лидер пулма вӗреннӗ. «Халӑх промыслисем» лапамра вырӑссен аваллӑх тӗнчине экскурси йӗркеленӗ. Вӗрентекенсем ертсе пынипе ачасем вырӑс халӑхӗн йӑлана кӗнӗ ремеслисемпе паллашнӑ, хӑйсен аллисемпе декоративлӑ элементсем те ӑсталанӑ. «Тӗлӗнтермӗшсен уйӗ» вӑйӑра вӗренекенсем хӑйсен эрудицине кӑтартса панӑ, ҫӗнӗ пӗлӳсемпе пуянланнӑ. «Сувенир» лапам та ачасемшӗн интереслӗ пулнӑ. Унта вӗсем тӗрлӗ материалсемпе усӑ курса асра юлакан сувенирсем ӑсталанӑ. «ФизикаҪхими» лапама чи тӗлӗнмелли тесех калас килет. Кунта шкул ачисем питӗ кӑсӑклӑ опытсене сӑнанӑ, хӑйсем те экспериментсем туса пӑхнӑ.
«Вӗренӳ вырсарникунӗ» чӑннипех те интереслӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем усӑллӑ пӗлӳсемпе пуянланнисӗр пуҫне ҫӗнӗ туссем те тупнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче проектӑн муниципаллӑ координаторӗ К.В.Лукиянова туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, «Вӗренӳ вырсарникунне» йӗркелесе ирттерессине пысӑк тӳпе хывнисене Тав хучӗсемпе чысланӑ.

