Ӑмӑртусене ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалланӑ

Ӑмӑртусене ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалланӑ

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе  пӗтӗм Раҫҫейри пекех пирӗн округра та мероприятисем нумай иртнӗ. Спорта юратакансене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансене вара спорт площадкисем кӗтнӗ. Иртнӗ канмалли кунсем ӑмӑртусемпе пуян пулнӑ.

Волейбол. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Денис Гончарова асӑнса волейболла выляса республика турнирӗ иртнӗ. Мероприятине килнисем паттӑр салтака асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Хӗрӳ кӗрешӳре Комсомольски округӗн команди ӑстарах выляса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Вӑрнар округӗн, виҫҫӗмӗш вырӑнта Патӑрьел округӗн командисем. Пирӗн командӑри Раиф Тукаев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята тивӗҫнӗ. Паянхи кун Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене асра тытни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ҫӗнӗ Мӑратсем хӑйсен ентешне, Чечен республикинче паттӑррӑн вилнӗ Леонид Борисова яланах асра тытаҫҫӗ. Кунта ӑна асӑнса ялти ҫамрӑксем волейбол турнирӗ йӗркеленӗ. 

Хӗрӳ тупӑшусенче  «Мураты-1» команда ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Кубня» команда тухнӑ. «Урмаево» команда спортсменӗсем виҫҫӗмӗш приз хуҫисем пулса тӑнӑ. Ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн «Рассвет», «Луч», «Заря» ял хуҫалӑх кооперативӗсен правленийӗсене, Н.М.Соловьева тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.

 Тӑманлӑ Выҫли халӑхӗ волейбол вӑййипе туслӑ. Кунта тӑтӑшах ҫак енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче вара Виктор Тумаков воин-интернационалиста асӑнса йӑлана кӗнӗ турнир иртнӗ. Малтанах Афганистан ҫӗрӗ ҫинче пуҫ хунӑ салтака асӑнса уҫнӑ мемориал умне чечек ҫыххисем хунӑ.

Ӑмӑртусенче пысӑк пултарулӑх кӑтартса «Асаново-2» команда чемпион ята ҫӗнсе илнӗ, тӗп приза — пӗр михӗ сахӑр песукне тивӗҫнӗ. «Старые Высли» команда икккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Асаново-1» команда виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Асанкассисем хӑйсен мухтавлӑ ентешне Г.Н.Рипанов летчик-испытателе манмаҫҫӗ. Ун ячӗпе волейбол енӗпе ӑмӑрту йӗркелесси те кунта йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал малтан округри шкулсен командисем сетка умне тӑнӑ. Хӗрӳ вӑйӑсенче Асанкасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем хӑйсен ентешӗн призне алӑран яман, пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк волейболистсем виҫҫӗмӗш приза тивӗҫнӗ.

Ветерансемпе ялти ҫамрӑксем хушшинчи тупӑшусенче те кашни команда ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшнӑ. Асанкасси ял ҫамрӑкӗсен команди пӗрремӗш, Асанкасси вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш, «Кубня» команда виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

Футбол. Хирти Сӗнтӗр тата Хирти Ӗнел ялӗсенче тӗрлӗ вӑрҫӑсенче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе вилнӗ салтаксене асӑнса юр ҫинчи футбол енӗпе ӑмӑрту йӗркеленӗ.

Командӑсем хушшинчи тупӑшусенче кашниех ӑсталӑхпа палӑрма тӑрӑшнӑ. Чемпион ята вара «Гигант-Майами» команда ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Партизан» команда тухнӑ. «Гигант» команда виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑртури пултарулӑхшӑн «Чи лайӑх вратарь» ята Николай Яковлев, «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята Алексей Николаев, «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Никита Голландцев, «Чи ҫамрӑк вылякан» ята Дмитрий Марков, «Турнирӑн чи лайӑх выляканӗ» ята Максим Федоров тивӗҫнӗ.

Ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттерес енӗпе тӑрӑшулӑх кӑтартнӑшӑн, волонтерсен юхӑмне хастар хутшӑннӑшӑн Владимир Воронова, Вячеслав Кольцова, Сергей Ченакина, Константин Белова, ӑмӑртусене тӑтӑшах судья пулса хутшӑнакан Алексей Абуковпа Николай Пильщикова тав тӑваҫҫӗ.

Самбо. Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне Вӑрмар, Тӑвай округӗсенчи шкул ачисен самбо секцийӗсене ҫӳрекенсем килсе ҫитнӗ. Пирӗн округ спортсменӗсем вӗсемпе тӗл пулса турнир ирттернӗ. Хӑйсен  ӳсӗмӗсенче тата виҫе категорийӗсенче кӗрешсе пирӗн округри Дмитрий Носов, Никита Крылов, Реналь Ялаков, Денис Языков, Богдан Васильев, Расиль Ялаков, Самир Галимзянов чемпионсем пулса тӑнӑ. Роман Андреев, Трофим Таркин, Степан Хораськин, Даниил Андреев, Александр Васильев иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Константин Галкин, Роман Захаров, Глеб Павлов, Артем Маштанов, Давид Поляков, Сергей Бугровский, Артем Трофимов, Кирилл Андреев виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Хӗрсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Камилла Андреева, Анжелика Герасимова алӑран вӗҫертмен. Изабелла Суюкова, Вероника Герасимова, Лиана Данилова иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Кира Данилован, Милена Наумован, Камилла Минегалиеван вара хальхинче виҫҫӗмӗш вырӑнпа ҫырлахма тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене тивӗҫнӗ.

Пур ӑмӑртусене уҫнӑ ҫӗрте те округ администрацийӗн, территори уйрӑмӗсен, ял хуҫалӑх тата ытти предприятисен,  шкулсен, ветерансен юхӑмӗсен представителӗсем пулнӑ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ ӑмӑртусем ҫамрӑксене ҫарпа патриотизмла воспитани парас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнипе пӗрлех паттӑррӑн пуҫ хунӑ салтак-сыхлавҫӑсен ячӗсене ӗмӗрлӗхех асра хӑварас енӗпе те ырӑ ӗҫ пулнине палӑртнӑ.

Сайтсенчи материалсем тӑрӑх Юрий Гаврилов

пуҫтарса хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *