Паянхи кун чылай пулӑшӑва килтен тухмасӑрах электрон мелпе илме пулать. Ку ӗҫре пире Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ питӗ пулӑшать. Ун урлӑ илме пулакан пулӑшусем ҫулран-ҫул анлӑланса пыраҫҫӗ. Тӗрлӗрен сервиссене ӗҫе кӗртни пирӗн пурнӑҫа тата та ҫӑмӑллатать, социаллӑ учрежденисене каймасӑрах вӑл е ку ыйтӑва татса пама пулӑшать.
Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче «Пурнӑҫри лару-тӑру» («Жизненная ситуация») ятлӑ ҫӗнӗ сервис хута янӑ. Ӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫа кӗртекен «Даннӑйсен экономики» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса хунӑ.
Ҫӗнӗ сервиспа Комсомольски округӗнче пурӑнакан ҫемьесем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӑл виҫӗ тата ытларах ача ҫитӗнтерекен ҫемьесене пырса тивекен пулӑшусене пӗрлештерсе тӑрать. Сервис пулӑшнипе нумай ачаллӑ ҫемье статусне ҫирӗплетме, электрон удостоверени илме, ача ҫуралнипе тата ачасене воспитани панипе ҫыхӑннӑ пособисене илсе тӑма документсем тӑратма, ачасене кружоксемпе секцисене ҫырӑнтарма пулать.
Унсӑр пуҫне ҫакӑнтах нумай ачаллӑ ҫемьесене федераци тата регион шайӗнче паракан пулӑшусем ҫинчен те вуласа пӗлме пулать.

