Пухӑва Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Н.Жукова уҫрӗ, иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе пӗлтӗр чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Пуҫаруллӑ проектсемпе ҫулсене юсанӑ, Чӗчкен ялӗнчи Школьная урамра вара асфальт сарнӑ. Кӑҫал халӑх укҫи-тенкипе тата патшалӑх пулӑшнипе Молодежная урамри ҫула асфальт хурасшӑн. Аслӑ Чурачӑкра ачасене вылямалли площадка тунӑ, йывӑҫ хунавӗсем лартса хӑварнӑ, кӑҫал ун тавра карта тытса ҫавӑрасшӑн. Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫывӑхӗнче те ачасене вылямалли лаптӑк тунӑ. Рева Николаевна ялсене тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе пуҫаруллӑ проектсем чылай пулӑшу панине палӑртрӗ, ҫынсене ку ӗҫе хастартарах хутшӑнма сӗнчӗ.
Ялсенче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе пысӑк ӗҫ тунине палӑртрӗ. Маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, Чӗчкенте килти лапша хатӗрлеме пуҫланӑ… Нумаях пулмасть ҫеҫ кунта пурӑнакансем черетлӗ гуманитарлӑ пулӑшӑвне ӑсатнӑ.
Йӑлара усӑ куракан каяшсене пӑрахмалли контейнерсен ҫывӑхне пысӑк калӑпӑшлӑ кил-ҫуртра кирлӗ мара тухнӑ япаласене хума юраманнине асӑрхаттарчӗ. Заказ парсан вӗсене илсе тухма ятарлӑ транспорт чӗнсе илме май пур.
Ҫавӑн пекех вӑл ялсенчи демографилле лару-тӑрупа паллаштарчӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсем вара савӑнтармаҫҫӗ. Ҫураласлӑх чылай ҫӗрти пекех пӗчӗк, вилеслӗх ытларах. Ялсенче халӑх йышӗ чакса пырать. Ҫакӑ вара социаллӑ инфраструктура ҫине пысӑк витӗм кӳрет. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн директорӗ С.А.Лукиянов вӗрентӳ ӗҫӗ пирки каласа панӑ май ачасен шучӗ чакса пынине палӑртрӗ. Халӑха ялта кунӗпех ӗҫлекен ача сачӗ пулманни пӑшӑрхантарать. «Ку ыйтӑва татса памасан шкулта ачасен йышӗ татах та сахалланма пултарас хӑрушлӑх пур. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Комсомольскинчи ача сачӗсене леҫет. Шкула кайма вӑхӑт ҫитсен те вӗсем ялтине мар, унти шкулсенех ҫӳреме пултарӗҫ», — палӑртрӗ В.В. Шипатов. Ҫакӑн пирки калаҫу чылая пычӗ. Халӑха врач патне Шурутри врач амбулаторине йышӑнӑва каймалли те пӑшӑрхантарать. «Унталла рейс автобусӗ те ҫӳремест, ялтан автомашинӑпа ҫула май ларса та кайма ҫук. Ватӑсен ҫеҫ мар, вӑйпитти ҫынсен те мӗнле ҫитмелле? Комсомольскине ҫула май кайма пулать», — пӗлтерчӗҫ ял ҫыннисем. Ҫакӑ та хумхантарать халӑха.
«Пӗлтӗр чылай ӗҫ тунӑ, кӑҫал та ӗҫлемелли нумай. Пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса пырсан ҫеҫ ӳсӗмсем пулӗҫ», —палӑртрӗ Р.Жукова.
Пухура тата ытти ыйтусемпе те калаҫу пулчӗ. Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансене шыв пахалӑхӗн ыйтӑвӗ канӑҫсӑрлантарать. Ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑксенче юр уҫассине тивӗҫлӗ йӗркеленӗшӗн тав тӑвакансем те пулчӗҫ.
Ялти культура пурнӑҫӗ пирки культура ҫурчӗн директорӗ Е.В. Шуряшкина каласа пачӗ. Район больницин тӗп врачӗн ҫумӗ Т.Н.Жукова округра халӑх сывлӑхне сыхлас ӗҫ мӗнле пулса пынипе паллаштарчӗ.
Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов кӗскен округра туса ирттерекен ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Ялсенчи обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнакан С.С.Наумова, Р.С. Садыкова, Р.Р.Халиуллова, В.В.Шипатова, Л.Г.Кузьминана, И.В.Григорьева округ администрацийӗн Тав ҫырӑвӗсемпе наградӑларӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.Х.Идиатуллин хӑй сӑмахӗнче икӗ ялта та халӑх пӗрле пуҫтарӑнса тумалли ӗҫсене хастар хутшӑннине палӑртрӗ, малашне те пуҫаруллӑ пулма сунчӗ.
Кӑҫалхи тематикӑлла ҫулталӑксем Раҫҫейри пӗтӗм халӑхпа пӗрлех Аслӑ Чурачӑкпа Чӗчкен ялӗсенче пурӑнакансене те пӗрлештерччӗр, туслаштарччӑр, килӗштерччӗр, пӗр шухӑш тӗввине ҫыхса ҫӗнӗ ӗҫсем тума хавхалантарса пыччӑр.
Юрий Гаврилов.

