Воскресенье, 10 мая

Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнар

Пушар хӑрушлӑхӗ, вут-ҫулӑм тухасран асӑрханмалли мерӑсем пирки тӑтӑшах асӑрхаттарса тӑратпӑр пулин те инкек сиксе тухать. Акӑ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн округра 6 пушар регистрациленӗ. Пӗлтӗр ку вӑхӑт тӗлне  вут тухнӑ тӗслӗх 4 пулнӑ. Сӑлтавӗсем мӗнре-ха? Электропроводка юсавсӑрлӑхӗ, приборсемпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманни, кӑмакасем кирлӗ шайра пулманни  пысӑк инкек патне илсе пынӑ.

Паянхи кун пирӗн йӑлара электричество вӑйӗпе ӗҫлекен чылай прибор пур. Вӗсемпе пӗр харӑс усӑ курнине пула электропроводкӑсем чӑтаймаҫҫӗ. Ҫунӑк шӑршине туйсанах тӳрех килте усӑ куракан электрооборудованине розеткӑран  кӑлармалла. Юсавлӑ, заводра туса хатӗрленӗ приборсемпе ҫеҫ усӑ курмалла.

Кравать е диван ҫинче выртнӑ чухне пирус туртмалла мар. Хӑвӑр сисмесӗрех кӗл вырӑн таврашӗ ҫине ӳкме пултарать. Вӑл хӑвӑрт тивсе каймасан та мӑкӑрланса выртса инкек патне илсе ҫитерет. Шӑрпӑка ачасен аллине лекмелле мар вырӑнта тытмалла. Пӗчӗккисене пӳртре асӑрханусӑр хӑварма тӑрӑшмалла мар. Тӗтӗм тухакан мӑрьесене тасатсах тӑмалла, кӑмакасене ытлашши ҫунтарса хӗртмелле мар.

Тӗрлӗ сӑлтава пула вут-ҫулӑм сиксе тухсан, тӳрех сехӗрленсе ан ӳкӗр, ҫухалса ан кайӑр. 101 е 112 номерсемпе шӑнкӑравласа  пушар хуралӗн ӗҫченӗсене чӗнсе илӗр.  Ватӑ ҫынсене тата ачасене чи малтан ҫунакан вырӑнтан тухма пулӑшӑр.

Вут-ҫулӑмран асӑрханасси ӑна сӳнтерессинчен чылай ансатрах. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене куллен пӑхӑнни анчах кирлӗ.

Ярослав Уразаев,

пушар хӑрушсӑрлӑх надзорӗн аслӑ инспекторӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *