Февралӗн 8-мӗшӗнче пирӗн район хаҫачӗ тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Нумаях пулмасть вара Комсомольскинчи этнобиблиотекӑн хӑтлӑ залӗнче ҫак уява халалланӑ юбилейлӑ мероприяти иртрӗ. Унта паянхи кун «Каҫал ен» тата «Вакыт» хаҫатсенче тӑрӑшакансем, пичет ӗҫӗн ветеранӗсем, хаҫатӑн тусӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ЧР хӗрарӑмсен Союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, округ администрацийӗн архив ӗҫӗн секторӗн заведующийӗ Валентина Шингалова, «Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директор ҫумӗ Юрий Емельянов, АПК ветеранӗсен вырӑнти союзӗн председателӗ Илдус Миннетуллин, округри ветерансен канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев тата ытти хӑнасем пурне те уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, район хаҫачӗ вӗсен пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗҫ, малашне те хаҫата пурнӑҫпа тан ӗлкӗрсе пыма сунчӗҫ.
Ҫак мероприятие «Каҫал енӗн» чӑн-чӑн тусӗсем пуҫтарӑннине палӑртма питӗ кӑмӑллӑ. «Эпӗ 46 ҫул район хаҫатне ҫырӑнса илетӗп. Унччен вара манӑн атте 50 ҫул ытла ӑна ҫырӑнса тӑнӑ. Пӗтӗмпе илсен, эпир 100 ҫул ытла район хаҫачӗпе туслӑ. «Каҫал енсӗр» мӗнле пурӑнма пулнине эпӗ ӑнланмастӑп», — пӗлтерчӗ хӑйӗн шухӑшне И.Миннетуллин.
Уявра пичет ӗҫӗн ветеранӗсене Людмила Бариновӑпа Зинаида Соловьевӑна «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» юбилейлӑ медальпе наградӑларӗҫ. Ҫавӑн пекех редакцин хастар ӗҫченӗсем тӗрлӗ шайри наградӑсене тивӗҫрӗҫ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ илемлӗ юрри-кӗввипе пурне те савӑк кӑмӑл парнелерӗ.
Ҫак кун ӑшӑ салам сӑмахӗсем чылай янӑрарӗҫ, ветерансем хӑйсем ӗҫленӗ вӑхӑтсене аса илчӗҫ, библиотека ӗҫченӗсем хатӗрленӗ презентацире хӑйсен сӑнӗсене асӑрхаса савӑнчӗҫ те, хумханчӗҫ те. «Хаҫатӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр. Унӑн 100 ҫулхи тата малаллахи юбилейӗсене те пӗрле кӗтсе илесчӗ», — палӑртрӗ тӗп редактор Алевтина Ефремова мероприятие пӗтӗмлетсе.
Шансах тӑратпӑр, хаҫатӑн юбилейӗсем малашне те пулӗҫ. Эсир, «Каҫал ене» куллен ҫырӑнакансем, кашни номере чӑтӑмсӑррӑн кӗтекенсем, пирӗнпе туслӑ ҫыхӑнӑва тытса пыракансем пуррипе эпир тата та хавхаланса ӗҫлетпӗр. Малашне те пӗрле пулар!
Наталья Калашникова.

