Хаваслӑ кӑмӑл парнеленӗ

Хырай ,нел ялӗнче пурӑнакансем  Ҫӑварни уявне анлӑн паллӑ тунӑ. Кунта  «Хӗле ӑсататпӑр! Ҫуркуннене кӗтсе илетпӗр!» ятпа хаваслӑ мероприяти ирттернӗ. Малтанах ялти культура ҫурчӗн директорӗ А.Александрова Ҫӑварни уявӗн историйӗ, пӗлтерӗшӗ, ӑна ӗлӗк мӗнле уявлани пирки каласа панӑ.

Пуҫтарӑннисене округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Искра» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Зайцев саламланӑ, ырӑ кӑмӑлпа ҫуркуннене кӗтсе илме суннӑ.

Уява килнисем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑннӑ. Тутлӑ икерчӗпе пылак чей ӗҫсе сӑйланнӑ. Халӗ манӑҫа тухса пыракан кӑмакара пӗҫернӗ ҫуллӑ шарккӑва тутанса пӑхнӑ.

Арҫынсем бильярд сӗтелӗ умӗнче тупӑшнӑ. Кунта Дмитрий Александров ӑсталӑхпа палӑрса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Леонид Зайцевпа Сергей Зайцев иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

Уяв пурин кӑмӑлне те кайнӑ, чунсенче ырӑ туйӑм ҫуратнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *