«Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пирӗн ҫӗршывра кулленхи профилактика тӗрӗслевӗсен тытӑмӗ аталанса пырать. Ҫавна май ҫынсем тӳлевсӗрех диспансеризаци витӗр тухма пултараҫҫӗ. Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫынсен 70 проценчӗн инфекцилле мар чирсене аталантарма пултаракан факторсене тупса палӑртаҫҫӗ.
Диспансеризацин тӗп тӗллевӗ — чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа, сахӑр диабетне тата ытти шала кайма пултаракан чирсене май килнӗ таран иртерех тупса палӑртасси. Малтанхи вӑхӑтра ҫак чирсем нимӗнле те палӑрмасан та пултараҫҫӗ. Диспансеризаци вӑхӑтӗнче анализсем пани, тухтӑрсемпе канашлани вара вӗсене тупса палӑртма пулӑшать.
Аса илтеретпӗр, 18—39 ҫултисен диспансеризацие виҫӗ ҫулта пӗрре, 40 ҫултан пуҫласа вара кашни ҫулах тухмалла. Ҫакна тума Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ е районти тӗп больницӑн регистратурине 8(83539)5-15-75 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Хӑвӑрпа пӗрле паспорт тата медицина страхлав полисӗ илме ан манӑр.
Округра кӑҫал 1400 ытла ҫын диспансеризаци витӗр тухма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Эсир те ку ӗҫе вӑраха ан тӑсӑр, хамӑрӑн сывлӑх чи малтанах хамӑртан килет-ҫке.

