Сунарҫӑсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ

Сунарҫӑсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ

Иртнӗ шӑматкун пирӗн округа республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен сунарҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Шӑпах пирӗн патра сунар биатлонӗ енӗпе «Чувашохотрыболовсоюз» йӗркелекен 12-мӗш ӑмӑрту иртнӗ.

Тупӑшӑва хутшӑнакансем азарт, хӑвӑртлӑх, ҫивӗчлӗх, командӑра ӗҫлеме пӗлнине кӑтартса дистанцие пуринчен те маларах парӑнтарма талпӑннӑ. Ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи ята тивӗҫес тесе чӑннипех те хӗрӳллӗн тупӑшнӑ, хӑйсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне кӑтартса панӑ.

Килте стенасем те пулӑшаҫҫӗ, теҫҫӗ те, тен, ҫакӑ та пирӗн округ командине мала тухма май панӑ. Пирӗн сунарҫӑсем чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрса «ылтӑна» тивӗҫнӗ. Саламлатпӑр! 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *