«Промышленноҫ ӳсӗмне, ял хуҫалӑх секторне тата социаллӑ инфратытӑма пӗрлештерсе аталантарни ялсенчи ҫӗнӗ пурнӑҫ пахалӑхӗн никӗсӗ пулса тӑрать. Комсомольски округӗ яланах хӑйӗн вӑйлӑ ушкӑнӗпе палӑрнӑ, паянхи кун вӑй-хӑвата чакармалла мар. Ресурссемпе майсем пур — хастартарах ӗҫлемелле. Инвесторсене илӗртмелле, патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе усӑ курмалла, строительство ӗҫӗсене хӑвӑртлатмалла», — уйрӑммӑн палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Февралӗн 25-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра 2025 ҫулхи социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑва пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫул валли тӗллевсене палӑртрӗҫ.
Пӗтӗмлетӳ канашлӑвне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ С.Г.Артамонов, Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Л.А.Рафикова, Чӑваш Республикин спорт тата физкультура министрӗ В.В.Петров, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Ю.А.Попов тата П.С.Краснов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, вырӑнти депутатсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсемпе специалисчӗсем, учрежденисемпе организацисен, администрацин пай ертӳҫисем, округра пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ.
Канашлура муниципалитетӑн пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвӗсем тавра калаҫрӗҫ, проблемӑллӑ ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ, малашне пурнӑҫа кӗртмелли плансене пӑхса тухрӗҫ, ҫав шутра Чӑваш Республикин социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑвӗн Комплекслӑ программине кӗртнӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫлассине те сӳтсе яврӗҫ.
Тӗп докладчик муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пулчӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе бюджетӑн тупӑш шайӗ 1 миллиард та 158 миллион тенкӗ таран ӳснӗ, налук шучӗпе кӗрекен укҫа-тенкӗ те нумайланнӑ. Округра 48 пуҫаруллӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ, ҫулсене юсанӑ, ҫӗнӗ социаллӑ инфраструктура объекчӗсем тунӑ тата юсанӑ. 2026 ҫулта тата 55 пуҫаруллӑ проекта пурнӑҫа кӗртме планлаҫҫӗ, вӗсенчен 24-шӗ ҫулсене юсассипе, 31-шӗ ялсене хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ. Бюджетӑн ҫурринчен ытла вӗрентӳ ҫине кайнӑ, ҫав шутра ҫӗнӗ шкул тӑвас ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавне илес пулсан округра ҫӗнӗ ФАПсем ҫӗкленеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче те производство ӳсни сисӗнмеллех палӑрать. «2025 ҫул ҫирӗп аталану тата пӗрлехи ӗҫ ҫулталӑкӗ пулчӗ. Пире ырӑ улшӑнусене сыхласа хӑварма ҫеҫ мар, стратегилле пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме те май килчӗ. Республика Правительствине, депутатсене, предприятисен ертӳҫисене тата округра пурӑнакансене пурне те пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп. Малта — ҫӗнӗ тӗллевсем, ҫӗнӗ ӳсӗм вырӑнӗсем. Малашне те округра пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр», — терӗ Николай Никандрович хӑйӗн сӑмахӗнче.
Мероприятире чи хастар та пултаруллӑ ӗҫченсене ҫӳллӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ. Районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ», Хирти Явӑш вӑтам шкулӗн директорӗ Николай Ильин «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ», «Урожай» колхозра тӑрӑшакан Валентина Рябчикова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ», «АгроМол» ял хуҫалӑх потребительсен кооперативӗн директор ҫумӗ Минсихат Хайртдинов «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫрӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн учительне Татьяна Варламовӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе тата сехетпе чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех округри чи пултаруллӑ ҫамрӑксене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине тивӗҫни ҫинчен калакан свидетельствӑсем пачӗҫ.
Округӑн социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ май культура ҫурчӗн фойинче куравсем те йӗркелерӗҫ. Маттур, ӑста, хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн тӑрӑхра. Вӗсем ӳкереҫҫӗ, ҫӗлеҫҫӗ, пӗҫереҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ. Ачасем те пур ӗҫре те хастар. Акӑ, искусство шкулне ҫӳрекенсем тӗрлӗ илемлӗ пуканесем ӑсталаҫҫӗ, ӳкерчӗксем ӳкереҫҫӗ. Ача сачӗн воспитателӗсемпе унта ҫӳрекенсем агролаборатори ӗҫӗпе туллин паллаштарчӗҫ: акаҫҫӗ, шӑвараҫҫӗ, ҫитӗнтереҫҫӗ… Ачасемшӗн ҫак ӗҫ ҫав тери кӑсӑклӑ. Вӗсем ӗҫе мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхаҫҫӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнче туслӑ, маттур, ӗҫчен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем куллен тӗслӗхпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Сергей Артамонов: «Хамӑр патра ӗҫлеме тата пурӑнма лайӑх вырӑн пирӗн хамӑрӑн йӗркелемелле: ҫӗнӗ производствӑсенчен пуҫласа хӑтлӑ ҫурт-йӗр таранах. Ҫавӑн пекех тирпейлекен промышленноҫа аталантармалла, продукцие тухӑҫлӑ сутма вӗренмелле. Комсомольски округӗнче хатӗрлекен вырӑнти паха продукци республикӑри кашни лавккарах пулмалла. Чӑваш Ен Правительстви продукци хатӗрлекенсене ҫак ыйтупа пулӑшма хатӗр. Вӗсен пуҫаруллӑ пулмалла ҫеҫ».
Гелия ГИНАТУЛЛИНА.

