Вторник, 11 августа

Нумай ҫул ҫыхӑну тытатӑп

Нумай ҫул ҫыхӑну тытатӑп

Район хаҫатне алла тытса вулама пуҫланӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ. Эпӗ пӗчӗк чухнех тӑван килте атте «Октябрь ялавӗ» хаҫата ҫырӑнса илнине ас тӑватӑп. Комсомольски вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра пире А.П.Кокорева чӑваш чӗлхипе тарӑн пӗлӳ паратчӗ. Вӑл хаҫата та заметкӑсем ҫырма вӗрентетчӗ. Шкулта, ялта пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен хаҫата хыпарсем ярса пама сӗнетчӗ. Эпӗ те вара хаҫатпа ҫыхӑну тытма пуҫларӑм. Редакцире  мана хаҫат сотрудникӗсем Г.Уткин, А.Зайцев, Ю.Скворцов, П.Эревет кӑмӑллӑн кӗтсе илетчӗҫ, сӗнӳсем те паратчӗҫ. Каярахпа, ҫемье ҫавӑрсан та, ҫак туслӑх татӑлмарӗ. Кашни ҫулах район хаҫатне ҫырӑнса илетӗп.  Хам та ял хыпарӗсене пӗлтерсех тӑма тӑрӑшатӑп.

Хаҫат паянхи кун та округра пулса иртекен ӗҫсене туллирех ҫутатса тӑрать, республика хыпарӗсемпе те паллаштарать. Ун урлах округӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакан пӗлӗшсен ҫуралнӑ кунӗсем ҫинчен, вӗсен пурнӑҫӗ пирки пӗлетӗп.  Паллакан ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнишӗн тӑванӗсемпе пӗрле хурланатӑп.

Хаҫат содержанийӗ пуян.  Унта  ял хуҫалӑхӗ, культура, вӗрентӳ, сывлӑх сыхлавӗ тата ытти отрасльсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма, округ историне пӗлме, хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсем ҫинчен вулама пулать.

Хаҫат тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ май унта ӗҫлекенсене саламлатӑп, малашне те округ пурнӑҫне туллин ҫутатса тӑма ӑнӑҫу сунатӑп.

Людмила Тихонова,

хаҫатӑн тусӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *