Пирӗн округри йӗлтӗрҫӗсем республика тулашӗнчи ӑмӑртусенчен те пысӑк кӑтартусемпе таврӑнаҫҫӗ. Акӑ, вӗсем февралӗн 22-мӗшӗнче Ульяновск облаҫӗнче ХVII-мӗш хут иртнӗ йӑлана кӗнӗ регионсем хушшинчи Чӗмпӗр йӗлтӗр марафонӗнче палӑрнӑ. Ульяновск, Самара облаҫӗсенчи, Тутарстанри ӑста йӗлтӗрҫӗсем хушшинче Чӑваш Ен командин йышӗнче ӑмӑртнӑ.
50 километрлӑ дистанцире хӑйсен ӳсӗмӗсенчи спортсменсем хушшинче Зуфар Тимаев («Слава картофелю» агрофирма) 1-мӗш, Николай Ятманов («Комсомольские овощи» агрофирма) 2-мӗш, Владимир Калашников (РОСП) 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене, хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ. Ҫак ӑмӑртӑва пирӗн тӑрӑхри йӗлтӗрҫӗсем ытти ҫулсенче те хутшӑннӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ. Малашне те вӗсене ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Тавралӑх шурӑ юр айӗнче-ха. Апла пулсан вӗсене ҫӗнӗ стартсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсенче те лайӑх кӑтартусемпе палӑрасса шансах тӑратпӑр.
(Хамӑр инф).

