Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Аталану Ҫулӗпе малалла

Районти колхозсенче ку енӗпе ҫийӗнчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче район хаҫатӗнче «Пысӑк ӗҫӗн пуҫламӑшӗ» статьяра «Восток» колхоз председателӗ Н.Ятманов хуҫалӑхра асӑннӑ постановление пурнӑҫлас енӗпе тунӑ малтанхи утӑмсемпе паллаштарать. Унти хӑш-пӗр сыпӑксене илер-ха. «Хӑш-пӗр ҫӗрте — пырса кӗме ҫук йӗпе, шыв, тепӗр ҫӗрте курӑка ӳсме нӳрӗк ҫитмест. Шыва юхтарса кӑларма канавсем чылай чаврӑмӑр. Нӳрӗк ҫитмен ҫӗрте курӑка шыв сапса шӑварма икӗ установка туянтӑмӑр. Пӗр установка пӑрӑхсем тӑрӑх шыв юхтарса шӑварать, тепри шыва ҫумӑр пек сапать», «Шӑвармалли установкӑсемпе эпир пахчаҫимӗҫ ӳстерес ӗҫре те усӑ куратпӑр. Пахчаҫимӗҫ лаптӑкне кӑҫал Кӗтне тӑрӑхӗнче ҫерем уҫса пысӑклатрӑмӑр», «Юлашки ҫулсенче пӗвесем тӑвас тӗлӗшпе чылай ӗҫлерӗмӗр. Кӗтнене пӗвелесе унта пулӑ ӗрчетме тытӑнтӑмӑр.  Пӗви пысӑк, тӗреклӗ пулчӗ. Ӑна тума «Водострой» пулӑшрӗ. Тепӗр пӗве Вӑрманхӗрри Чурачӑк ҫывӑхӗнче, унӑн ҫыранӗсене ҫатан тытса ҫирӗплетнӗ».

Колхозсен машинӑпа техника паркӗсем пуянлансах пынӑ. «Районти колхозсен уй-хирӗсенче хальхи вӑхӑтра 213 трактор, тӗш тырӑ пухса кӗртекен 86 комбайн тата 173 сеялка ӗҫлет. Пропашной культурӑсене пӑхса ӳстермелли культиваторсем 68» хыпарлать хаҫат (1966 ҫулхи декабрӗн 27-мӗшӗ). «Паянхи «Заря» колхозӗн  техника паркӗнче 18 трактор, 7 комбайн, 15 автомашина тата ытти нумай тӗрлӗ техника пур», — пӗлтерет Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнчен  С.Басников (1966 ҫулхи  ноябрӗн 17-мӗшӗ).  «Пирӗн районти колхозсем те ҫулсерен тӗрекленсе, аталанса пыраҫҫӗ. Халь пирӗн районти колхозсенче гусеницӑлла тракторсем 107, кустӑрмаллӑ тракторсем 143, тӗштырӑ комбайнӗсем 87, груз турттармалли автомобильсем 177 ӗҫлеҫҫӗ. 1965 ҫултанпа кӑна колхозсем 57 трактор илчӗҫ» (1969 ҫулхи майӑн 24-мӗшӗ). Ӗҫ условийӗсене ҫӑмӑллатас тӗллевпе уй-хирте ытларах  техника хатӗрӗсемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ. «Волокушӑпа улӑм пуҫтараҫҫӗ, стогометательпе улӑм ури тӑваҫҫӗ» тесе ҫырнӑ пулсан та, ку пур ҫӗрте те йӗркеллех пулса пыман-ха. Ҫав-ҫавах ҫава, кӗрепле, сенӗк ӗҫлекенсен аллинчен кайман.

Укҫа-тенкӗ енчен ҫирӗп хуҫалӑхсем  самолетсемпе удобрени сапассине йӗркелеме те май тупнӑ. 1968 ҫулхи апрелӗн 18-мӗшӗнче тухнӑ «Уй-хир ҫийӗн вӗҫет самолет» статьяра «Гигант» колхозри ӗҫсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. «Колхозра 1500 гектар ҫӗре самолетпа  апатлантараҫҫӗ. Кӗске хушӑрах 800 гектар ытла апатлантарнӑ. Кӗр калчисене 521 гектар, нумай ҫул   ӳсекен курӑксене 280 гектар сывлӑшран минераллӑ удобренисем сапса апат панӑ».

Колхозсенчи ӑста механизаторсене палӑртас тӗллевпе районта сухаҫӑсен ӑмӑртӑвне ирттерме пуҫланӑ. 1967 ҫулхи сентябрӗн 23-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Трактористсем стартра» статьяра А.Зайцев журналист ҫав ӑмӑрту пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта «Красный Октябрь» колхоз тракторисчӗ Леонтий Акчурин пӗрремӗш,  ҫав хуҫалӑхранах килнӗ В.Орешкин иккӗмӗш, «Гигант» колхоз сухаҫи Н.Воронов виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Тепӗр ҫулхине республикӑри сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗнче Л.Акчурин 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуракансене ӗҫри хастарлӑхшӑн хавхалантарма тӑрӑшнӑ. Лайӑх кӑтартусемпе палӑрнисене хисеплӗ ятсемпе, орденсемпе, медальсемпе, паллӑсемпе, Хисеп грамотисемпе, куҫса ҫӳрекен вымпелсемпе, «Чи лайӑх доярка, пӑру пӑхакан, сысна пӑхакан, сысна самӑртакан, чӑх-чӗп пӑхакан…» ятсемпе чысланӑ. Пирӗн район ӗҫченӗсем час-часах «Республикӑри чи лайӑххи» ята та тивӗҫнӗ. 1965 ҫулта «Октябрь ялавӗ» хаҫат та пӗр уйӑхра кашни ӗнерен чи нумай сӗт сӑвакан валли куҫса ҫӳрекен вымпел тата парне ҫирӗплетнӗ пулнӑ. Ӑна кашни уйӑхра фермӑна ҫитсе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура мала тухнӑ дояркӑна панӑ. Пӗрремӗш вымпела «Красный Октябрь» колхоз доярки  Антонина Тимофеева тивӗҫнӗ.

Наградӑсем панисӗр пуҫне ҫӗршыври тӗрлӗ хуласене курма кайма, санаторисенче канса сывлӑха ҫирӗплетме путевкӑсем те уйӑрса панӑ. Халӑх тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе курни пирки те пӗлтерсе тӑнӑ.

Социализмла обязательствӑсене пурнӑҫлассишӗн лайӑх тӗслӗхсем кӑтартнӑ ӗҫ коллективӗсене тата уйрӑм ҫынсене палӑртас тӗллевпе 1967 ҫулта КПСС райкомӗн бюровӗнче районти Хисеп кӗнеки тӑвасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ. Унта чи малтан кӗртнӗ  ял хуҫалӑх, промышленноҫ предприятийӗсенче, учрежденисенче малта пыракансемпе пӗрлех районти «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн типографири наборщица Нина Никитична Самарина та пур.

Колхозсемпе пӗрлех районти промышленноҫ предприятийӗсем те аталанса вӑй илнӗ. «Октябрь ялавӗ» хаҫат 1961 ҫулхи январӗн 11-мӗшӗнчи номерӗнче  Комсомольскинчи аш-какайпа консерва завочӗ ӳссе пынине палӑртать. Унта ҫӗнӗ цехсем ӗҫе кӗнӗ, икӗ хваттерлӗ ултӑ ҫурт туса пӗтернине пӗлтерет. «Унта рабочисен ҫемйисем пурӑнаҫҫӗ. 25 ача валли ача сачӗ, столовӑй тата лавка вырнаҫнӑ». Хаҫатӑн 1966 ҫулхи декабрӗн 27-мӗшӗнчи номерӗнчи «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗн управляющийӗн А.Лавровӑн «Комплекслӑ механизаци ҫулӗпе» статйинчи йӗркесене  унтанпа  60 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн та  вулама интереслӗ. «Палламалла мар ҫӗнелсе улшӑнчӗ халӗ «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗ. Пӗчӗк мастерской вырӑнне пысӑк та ҫутӑ, ӑшӑ, завод евӗрлӗ мастерской ӳссе ларчӗ. Унта ҫулталӑкра 240 трактор юсама пулать. Хӑватлӑ токарнӑй, шлифовальнӑй, строгальнӑй станоксемпе  пуянланнӑ. Мастерскойӗнче темиҫе тӗрлӗ ытти механизмсем нумай. Автомашинӑсене юсакан цех ҫулталӑкра 200 автомашина юсама пултарать. Унсӑр пуҫне 100 двигатель, 150 комплект агрегат юсаса кӑларать», «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗнчи автомашинӑсен паркӗ те хӑвӑрт ӳсрӗ. Халӗ тӗрлӗ йышши машинӑсем 32, тракторсем 19 шутланаҫҫӗ. Рабочисемпе служащисем 187 ҫын. Вӑл шутран инженерсемпе техниксем 26», «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗ нумай енлӗ ӗҫ тӑвать.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *