Февралӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта ачасен, ҫамрӑксен тата ҫитӗннисен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Шаг к успеху» IV фестивалӗ иртнӗ. Унта Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем те хутшӑннӑ.
Хӗрачасем фестивальтен тӳрех 6 кубокпа тата Дипломсемпе таврӑннӑ. «На пригоренке» ташӑпа вӗсем I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Авар, Китай халӑх ташшисемпе тата «Подружки», «Доярочки» номерсемпе 2-мӗш вырӑна, «Ах, гармошка, заиграй-ка» ташӑпа 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Саламлатпӑр!

