Кадетсем мала тухнӑ

Кадетсем мала тухнӑ

Нумаях пулмасть Елчӗк округӗнчи «Улӑп» спорт шкулӗнче «Виват, кадет!» ятпа кадетсен VI балӗ иртнӗ. Унта Патӑрьел, Елчӗк тата Комсомольски округӗсенчи чи лайӑх бал ансамблӗсем пуҫтарӑннӑ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 5 «к», 8 «к» тата 9 «к» кадет класӗсен бал ансамблӗсем пултарулӑхне пур енлӗн кӑтартса панӑ. 5 «к» тата 9 «к» классен ансамблӗсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, 8 «к» класри кадетсем призерсен шутне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех 8 «к» класри Ксения Яковлевапа Ярослав Ефимов тата 9 «к» класри Татьяна Григорьевапа Матвей Михеев «Чи лайӑх бал мӑшӑрӗ» ята тивӗҫнӗ.

Кадетсене тата вӗсен хореографне Татьяна Ивановӑна черетлӗ ҫӗнтерӳпе чӗререн саламлатпӑр. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *