Йышпа салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Йышпа салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран, теҫҫӗ халӑхра. Эпир, Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче ӗҫлекенсем, ҫакна тӗпе хурса пӗчӗккисене пур енлӗн аталантарма, тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшатпӑр. Уйрӑмах патриотла воспитани ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.

Ача садне ҫӳрекенсем воспитательсем ертсе пынипе агролабораторинче тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ тата ешӗллӗхсем ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен ӳсентӑрана тӗрӗс пӑхма, ҫутҫанталӑка юратма вӗренеҫҫӗ. Кӗске вӑхӑт хушшинчех  пӗчӗк ӗҫченсем агролабораторинче ҫитӗннӗ тухӑҫа пуҫтарса илчӗҫ, хӑйсен аллисемпе ӳстернӗ ешӗллӗхсене «Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи шанчӑклӑ тыл» ушкӑнӑн волонтерне Евгений Ефремова ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӑвӑрт пиҫекен яшка хатӗрленӗ ҫӗре пачӗҫ. Ку йышши пулӑшу пӗрре анчах  мар, иккӗмӗш хут йӗркелеме пултартӑмӑр.  Агролабораторинче ҫитӗнтернӗ пахча ҫимӗҫе, симӗс сухана ҫеҫ мар, пурте пӗрле кар тӑрса  типӗтнӗ панулмие, фасоле  салтаксем валли хатӗрлерӗмӗр.  

Ашшӗ-амӑшӗсем те, ача садӗнче тӑрӑшакансем те шӑпӑрлансен хӑпартланӑвне кура ҫак пархатарлӑ ӗҫрен айккинче тӑрса юлмарӗҫ. Пысӑк тав.  Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем валли тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫ, кӗрпесем, чей курӑкӗсем илсе килнӗ. Ҫак усӑллӑ та тутлӑ парнесем салтаксене кил ӑшшине туйма пулӑшӗҫ, кӑмӑлӗсене ҫӗклесе хавхалану кӳрӗҫ.  

«Ҫакӑн пек ӗҫ ачасене тӑван тӑрӑхӑн хаклӑхне ӑнланма, яваплӑх туйӑмне аталантарма пулӑшать, ҫын ӗҫне хисеплеме вӗрентет. Шӑпах пӗчӗк ӗҫсенчен Тӑван ҫӗршыва юратасси пуҫланать те. Пурне те пӗрлехи ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн, активлӑ пулнӑшӑн тав тӑватӑп», — палӑртрӗ ача сачӗн заведующийӗ Светлана Токмакова.  

Ача садне ҫӳрекенсем  малашне те салтаксене пулӑшас тӗллевпе тӑрӑшаҫҫӗ% сухан лартнӑ, ӑна шӑвараҫҫӗ. Вӑл ҫитӗнессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Танзиля Каримуллина. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *