Вторник, 11 августа

Чӑваш та, вырӑс та тутар – килӗштерсе пурӑнар

Чӑваш та, вырӑс та тутар – килӗштерсе пурӑнар

Кӑҫалхи 2026 ҫула Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн, Комсомольски муниципаллӑ округра вара Халӑхсем хушшинчи килӗшӗвӗн ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Февралӗн 18-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче ҫак тематикӑлла ҫулталӑксене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Мероприятие хаклӑ хӑнасем% муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова, ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Артем Пилкин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Шурчанов хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пирӗн чӑваш ҫӗрӗнче вырӑссем, тутарсем тата ытти халӑх ҫыннисем те туслӑн, килӗштерсе пурӑнни, эпир кашни халӑхӑн йӑли-йӗркине типтерлӗн упраса пыни ҫинчен каларӗҫ. Кашни халӑхӑн хӑйӗн чӗлхи, юрри-ташши, уявӗсем. Пире пурне те пӗрлештерсе тӑраканни вара — пӗр Тӑван ҫӗршыв, пӗр истори тата пӗр малашлӑх пулнине палӑртрӗҫ.

Уяв мероприятийӗ пуян та тӗрлӗ енлӗ иртрӗ. Культура ҫурчӗн фойинче йӗркеленӗ куравсемпе паллашма, хаклама ҫав тери кӑсӑклӑ пулчӗ.  Мӗн тери пуян иккен пирӗн Каҫал тӑрӑхӗ! Маттур ӑстаҫӑсем мӗн кӑна хатӗрлеме пӗлмеҫҫӗ: ӳкереҫҫӗ, пӗҫереҫҫӗ, ҫӗлеҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, пуканесем ӑсталаҫҫӗ… Тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те маҫтӑр пирӗн хӗрарӑмсем. Вӗсем пурте — вырӑнти хӗрарӑмсен союзӗн членӗсем. Тутар, вырӑс, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе те сӑйланма май пулчӗ уявра. Унпа пӗрлех вара искусствӑсен  шкулӗнче пӗлӳ пухакан ачасен пултарулӑхӗнчен те тӗлӗнме пӑрахмастӑн. Надежда Абдюшева пӗлӳ паракан вӗренекенсем  мӗн тери илемлӗ пуканесем ӑсталанӑ,   ӳкерчӗксем ӳкернӗ. Маттур!  Каҫал тӑрӑхӗн маттур ҫыннисемпе, Халӑхсен туслӑхӗн орденӗн кавалерӗсемпе паллаштаракан выставкӑпа  та кӑсӑкланчӗҫ куракансем. Ӑна районти архив ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшса ӑшӑ алсиш-нускисем ҫыхаҫҫӗ. Каҫал тӑрӑхӗнче чӑннипех те туслӑ, маттур ӗҫченсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем тӗслӗхсемпе ҫирӗплетеҫҫӗ.  

Уявра чӑваш, тутар, вырӑс халӑхӗсен юрри-ташшин илемне сцена ҫинчен туллин кӑтартса пачӗҫ. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Островок» ташӑ ушкӑнӗ, «Веселые нотки» вокал ансамблӗ, Элпуҫ культура ҫурчӗн «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ, Урмаелӗнчи «Мишар» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе чӑннипех те тӗлӗнтерчӗҫ.

Ҫавӑн пекех ҫак кун китай, авар ташшисемпе, акӑлчан юррипе киленме те май пулчӗ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн купӑсҫӑсен ушкӑнӗ чӑваш, тутар тата вырӑс халӑх кӗввисене выляса куракансене тыткӑнларӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн вокал ансамблӗ, округри культура ӗҫченӗсем те юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

«Пирӗн вӑй — пӗрлӗхре, пӗр-пӗрне хисепленинче, пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркисене упранинче. Кашни килтех тӑван чӗлхе янӑратӑр, туслӑх ҫирӗпленсех пытӑр!» — ҫак сӑмахсемпе вӗҫлерӗҫ концерта ертсе пыракансем. Концерт вӗҫленчӗ, анчах та тематикӑлла ҫулталӑк пуҫланчӗ ҫеҫ-ха. Эппин, малашне округра халӑхсен туслӑхӗн темипе чылай мероприятисем, конкурс-фестивальсем иртӗҫ. Тепре тӗл пуличчен!

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *