Кӑҫал юр нумай ҫурӗ. Урамсене тултарса лартнипе пӗрлех ҫуртсен, производство объекчӗсен тата ытти хуралтӑсем тӑрринче те вӑл нумай. Ҫанталӑк ҫуркунне енне сулӑнса пырать. Каҫпа аванах сивӗ пулсан та, кӑнтӑрла ӑшӑтать, юрпа хутӑш ҫумӑр та ҫума пултарать. Юр тултарнӑ ҫивиттисем ҫиелти йывӑрӑша чӑтаймасӑр ишӗлсе анас хӑрушлӑх та тухса тӑрать. Шел пулин те, ун пек тӗслӗхсем пулчӗҫ те ӗнтӗ. Ҫавӑнпа уйрӑм ҫынсен те, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисен ҫивиттисене юртан тасатас енӗпе йышӑнусем тумалла. Ӗҫсене хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнса пурнӑҫламалла.
Ҫурт тӑррисенчен ҫакӑнса тӑракан тумлам пӑрӗсем те ҫынсен пурнӑҫӗ умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Вӗсем ӳксе ҫынсене амантнӑ тӗслӗхсем те сахал мар пулнӑ. Ҫивиттисене тасатма май ҫук тӗлте пурне те курӑнмалли вырӑнта хӑрушлӑх пирки асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтармалла. Юр анма пултаракан, пӑр катрамӗсем ҫакӑнса тӑракан вырӑнсене карталаса илмелле.
Тумла пӑрӗ кашни ҫурт тӑрринчех ҫакӑнса тӑма пултарать. Унӑн хӑрушлӑхӗ пирки манса кайма юрамасть. Татӑлса аннӑ пӑр турамӗ пуҫ ҫине ӳксе пысӑк сиен тума пултарать. Ҫынсене ҫуртсем ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чухне тимлӗрех пулма сӗнетпӗр. Аслисен, вӗрентекенсен ачасене пӑр хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарни ҫинчен ӑнлантарса памалла, асӑрханма вӗрентмелле. Автотранспорт хатӗрӗсене те ҫуртсен ҫывӑхне лартмалла мар.
Ҫуркунне сирӗн кӑмӑл-туйӑма ан пӑстӑр, хаваслӑх ҫеҫ парнелетӗр. Тепӗр хут асӑрхаттаратӑп, ҫуртсем ҫывӑхӗнчен иртнӗ чухне асӑрханулӑх пирки манса ан кайӑр.
Ремис Шарафутдинов,
округри ятарлӑ программӑсен, гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн начальникӗ.

