Пирӗн округри аслӑ ӳсӗмри йӗлтӗрҫӗсем вырӑнти ӑмӑртусенче ҫеҫ мар, республика шайӗнчи тупӑшусенче те лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Акӑ, нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарти «Дельта-плюс» клуб ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ, «Хӑюлӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ Тимур Анисимов ячӗпе ирттернӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ.
Вӑл икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче спортсменсем 8 ушкӑна пайланса ӳсӗмне кура старта тӑнӑ. Хӑйсен ҫулӗсем хушшинчи йӗлтӗрҫӗсемпе ӑмӑртса Владимир Николаев, Зуфар Тимаев, Николай Ятманов 1-мӗш, Владимир Лаврушкин 2-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
Тепӗр тапхӑрӗнче малтан ӑмӑртнӑ ушкӑнсенчи икшер спортсмен йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ. Зуфар Тимаев 18—60 ҫулхи спортсменсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, кубока тивӗҫнӗ. 60 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Николай Ятманов иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ.
Хӗл малалла пырать. Спортсменсене малашнехи ӑмӑртусенче те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
(Хамӑр инф).

